10 июля 2013 г.
Лаша спорчĕн аталанăвĕ пирки сăмах хускатсан, Тикеш ялĕнчи Красновсем чи малтан аса килеççĕ. Вĕсем çак ĕçе чунтан парăннă, темиçе теçетке çул ĕнтĕ Чăваш ятне çỹле çĕклесе тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнса çĕнтереççĕ. Эпĕ Алексей Егорович Красновпа тĕл пултăм. "Паттăр" -е çавнах хăнăхтарнă. Çамрăклах акатуйсене, сабантуйсене, сĕренсене хутшăннă.
- Пĕрремĕш лашăра ас тăватăр-и?
-Ятарласа, ăмăртусене хутшăнма тесе çитĕнтерни Ласточка ятлăччĕ, унпа яланах атте чупатчĕ.
-Халĕ сирĕн миçе лаша?
- Виççĕ: Крап, Газик, Арти. Тата манăн Грустный урхамах пурччĕ. Унпа Ĕренпур хулинче ăмăртура мала тухрăмăр. Вăл çав тăрăхрисене питĕ килĕшрĕ. "Сут та сут", - тесе халтан ячĕç. Хамăн кăмăлăма хытарса вĕсенне хăварас мар терĕм.
- Эсир тĕрлĕ хулара пулатăр, нумай парне çĕнсе илетĕр. Чи сумлисем хăшĕсем-ши?
- Çапла, юлашки çулсенче, эпир нумай регионра пулса куртăмăр Тутарстанра, Пушкăртстанра, Мордовире, Чĕмпĕрте, Пензăра, Мускавра... Мĕн каласси! Сахалина та çитрĕмĕр. Парни те чылай пулчĕ: çăмăл автомобиль, мотоцикл, телевизор тата ытти те.
- Лашасене ăçтан илетĕр? Çак енĕпе ятарлă ĕçлекен заводран. Тихалла туянатăп та хам пăхса ỹстеретĕп. 5-6 çул тултарсан вара ăмăртусене хутшăнма пуçлатпăр.
- Малашнехи ĕмĕтĕрсем мĕнлерех?
- Паллах, эпĕ кашни ăмăртăвах хутшăнма тăрăшатăп. Манăн шăллăм та, Валерий Егорович, атте çулĕпех утать. Вăл- Çĕнĕ Шупашкарти лаша спорчĕн шкулĕн директорĕ, ачасемпе çамрăксене çак хитре те ăслă янаварсемпе туслаштарас, юратма вĕрентес тесе нумай тăрăшать.
- Тавах, Алексей Егорович, ăнăçу сунатăп сире.
Дина КУСТОВА, ЧПУ студентки
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)