10 июля 2013 г.
- Пикшик ял тăрăхĕнче Юхмапа Пăла тăрăхĕ ĕç хастарĕсемпе, юрă-ташă ăстисемпе, спорт паттăрĕсемпе пуян пулнăран халăх уявĕсем яланах хаваслă та кăмăллă иртеççĕ. Шăрăх çанталăка пăхмасăр Пикшик ял тăрăхĕнче июлĕн 6- мĕшĕнче йĕркеленĕ район кунĕ те чылайăшĕшĕн асра юлаканннисен шутне кĕрĕ.
Тĕрĕссипе ăна "иккĕмĕш акатуй" теме те пулать. Кун пирки "Кирлех-ши район халăхне çине-çинех пуçтарма?" тенине те илтетĕн. Кирлĕ. Ырă пуçару нумай-нумай çул хăйĕн сĕмне çухатмасăр пурăнтăрах. Мĕншĕн тесен, район кунĕ вăл юрласа-ташлассишĕн, ăмăртусенче тупăшассишĕн, ĕçсе-çисе савăнассишĕн çеç мар. Мероприятин тĕп тĕллевĕ - ял тăрăхĕсен сăн-сăпатне улăштарасси, халăх пурăнакан вырăнсенчи культура объекчĕсене пуянлатасси, урамсемпе тăкăрлăксене йĕркене кĕртесси, паха опыта сарасси.Кăçал çак конкурс условийĕпе килĕшỹллĕн улттăмĕш ял тăрăхĕ çĕнелчĕ. Хăна йыхравланă чухне кирек кам та кил-çурта капăрлатать-çке. Уявра вара хăна-вĕрле çителĕклех пулчĕ.
Район кунне район администраци пуçлăхĕ Николай Глухов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Никифоров, Патăрьел районĕн хисеплĕ çынни, хамăр ентешĕмĕр Лев Кураков академик, район Пухăвĕн, ял тăрăхĕн депутачĕсем, ỹнерçĕсен VII пленэрĕн делегацийĕ тата ытти те хутшăнчĕ.
Пикшик ял тăрăх пуçлăхĕ Зульфир Алигберов çывăхран та аякран уява кăмăл тунă хăнасене хапăл тунине пĕлтерчĕ. Унтан Николай Иванович район пуçлăхĕ, кăтартуллă ял тăрăхĕсен аталанăвĕпе, ăмăрту çĕнтерỹçисемпе паллаштарчĕ, çемье тата çамрăк специалистсем хушшинче йĕркеленĕ конкурсра мала тухнисене тата ыттисене те Хисеп грамотисемпе, тав хучĕсемпе чысларĕ. Телейлисен йышĕнче- Пикшикри халăх театрĕн коллективĕ. Сцена ăстисене хăйсен пултарулăхне тата ытларах аталантарма, спектакльсемпе вырăна тухса çỹреме "Газель" микроавтобус парнелерĕç.
Уяв ытти парнесемсĕр те иртмерĕ. "Россельхозбанк" хушма офисăн управляющийĕ Рудольф Селиванов ял тăрăхĕнче вырнаçнă шкулсене юсав ĕçĕсене пурнăçлама укçа-тенкĕ сертификачĕпе хавхалантарчĕ. Хăйĕн сăмахĕнче вăл Хирти Пикшик ял тăрăхĕнче пурăнакансем, уйрăм çĕр хуçисем хушма хуçалăха аталантармалли çăмăллатнă кредитпа хастар усă курнине каларĕ, малашне ку ĕçре тата пуçаруллăрах пулма ырă сунчĕ.
Район кунĕнче хаваслă юрă-кĕвĕ часах лăпланмарĕ. Вăрман çийĕн тавра ялсене те ян! та ян! саланчĕ. Уяв хуçисем ку тĕлĕшпе хăйсем те сахал мар тар тăкнă курăнать: пилĕк ял артисчĕсен вăйĕпе пĕрлештернĕ хор пултарулăхне пăхма та кăмăллă пулчĕ. Яланхиллех савăнăçа районти "Илем", "Шуçăм" фольклор ушкăнĕсем те пĕрле пайларĕç. Куракансем ял тăрăхĕсенчен килнĕ ытти пултарулăх ушкăнĕсен юрри-ташшипе те киленчĕç, чăвашсен кăпăклă сăрипе техĕмлĕ хуплуне, ирçесен кукăльне, тутарсен чак-чакне хак памасăр иртмерĕç.
Пысăк уяв спорт тупăшăвĕсемпе вăйă-кулăсăр кичем. Хальхинче те вĕсене хастар хутшăнчĕç, Юлашкинчен вара Пикшик ял тăрăхĕнчи район кунне хутшăннисене чăваш эстрада çăлтăрĕсем савăнтарчĕç.
А. НИКОЛАЕВА.
СĂМАХ МАЙ КАЛАСАН...
Районти 19 ял тăрăхĕнчен улттăшĕнче район кунĕсем иртрĕç. Ку таранччен Первомайскисем, Турхансем, Нăрваш Шăхальсем, Туçасем, Пăлапуç Пашьелсем конкурсра çĕнтерсе çак хаваслă уява вырăнсенче йĕркеленĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)