03 июля 2013 г.
ЕНШИКРЕ пурăнакан вун саккăрти каччă пирки РФ УКăн 111 статйин 1 пайĕпе килĕшỹллĕн уголовлă ĕç пуçарнă.
Çакскер сăлтавсăр-мĕнсĕрех хăйсен ялне кукамăш патне хуларан килнĕ арçын ачапа хĕрĕçсе кайнă. Чĕрре кĕни ахалех иртмен, вăл ăна чăмăрĕпе хырăмĕнчен тăрăнтарнă. Вăйне ниçта хурайман-ши? Хăна ачи малтанласа суран ыратнине тимлĕх те паман, иртсе кайĕ тенĕ пулас. Каярахпа аппендицид паллисемпе больницăна илсе çитерсен çеç ăшчикре ыратни чышкă "кучченеçĕ" пулни палăрнă
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)