Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕтлĕ çын - çунатлă

11 июня 2013 г.

Кĕçĕн Арапуçĕнче пурăнакан Анастасия Пестрова (ỹкерчĕкре) пирки чăн-чăн Нарспи тесе калас килет. Вăрăм çивĕчĕ, вăтанчăклăн пăхакан куçĕ, ăшшăн кулакан тути такам кăмăлне те каймалла. Сăн-питрен те пỹлĕхçĕ кỹрентермен. Çавăн пекех хĕр шкулта та лайăх паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пырать. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл кăçал Чăваш Республикин Пуçлăхĕ паракан стипендие илме тивĕçнĕ.

Анастасия 1996 çулта çут тĕнчене килнĕ. Малтан Именкассинчи пуçламăш шкула çỹренĕ. Ун чухнех вăл анлă тавра курăмлă пулнипе, вулама, пĕлме юратнипе палăрнă. "Русский медвеженок", "Кенгуру", конкурссене хутшăнса пысăк балл пуçтарайнă. Аслă классенче вĕренме пуçласан та тăрăшулăхĕ чакман: пур предметпа та "5" паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пырать. Хăйĕн пĕлĕвне район, республика, Раççей шайĕнчи олимпиадăсенче çуллен тĕрĕслет. 7 класра чухне биологипе федераци шайĕнче виççĕмĕш степеньлĕ диплом тата медаль илме тивĕçнĕ. "Чĕвĕлти чĕкеç" конкурсра кашнинчех малти вырăнсене тухать. Информатикăпа вара хăй хатĕрленĕ программăпа (Раççей шайĕнче йĕркеленинче!) татах дипломлă пулнă. Кашни çулах шкул чысне Патăрьелĕнче ирттерекен олимпиадăсенче хỹтĕлет. Кăçал та, акă, чăваш чĕлхипе Юхмапа Пăла тăрăхĕнче чи вăйлисен шутне кĕнĕ. Шупашкарта та виççĕмĕш йышăннă. Ытти предметсемпе те-_ экономикăпа, химипе, географипе... - кăтартăвĕсем лайăх.

Хĕр пушă вăхăтра алă ĕçĕпе аппаланма юратать. "Е тĕрĕ тĕрлеме ларать те, Çĕвви шăрçа пек пулать", - чăвашсен паллă классикĕ К. Иванов "Нарспи" поэмăра çырнă сăмахсем те Настя пирки каланăнах туйăнаççĕ. Вăл тĕрĕ тĕрлеме кăмăллать. Çак ăсталăх унăн амăшĕнчен - Ирина Ивановнăран - куçнă.

Настя наукăпа практика конференцине хăй хитрелетнĕ чăваш хĕрĕсен кĕпипе тухнă.

- Пĕчĕккĕ чухнех Настя тем те пĕр ăсталама юрататчĕ. Хăш-пĕр чухне картиш тимрĕç лаççине çаврăнатчĕ. Пăхăр пăралуксенчен çĕрĕсем, кулонсем тăватчĕ. Халь вăл тĕксенчен, тăварлă чустаран, рак хуранĕсенчен тĕрлĕ кỹлепесем, сувенирсем хатĕрлет, - тет чăваш сăпайлăхĕпе кăмăллăн çеç И. Пестрова.

10 класра ăс пухакан пикен ĕмĕчĕсем çунатлă. Мĕн пĕчĕренех вăл тухтăр пулма, çынсен сывлăхне сиплеме шухăшлать. Республика Пуçлăхĕ паракан стипендие тивĕçни ăна хăйĕн тĕллевне пурнăçлама пушшех те хăпартлантарнă. Уйăхсерен паракан кĕмĕле вăл ăпăр-тапăр илсе тăкакласшăн мар.

- Эпĕ çак сумлă укçапа аслă шкула вĕренме кĕнĕ чух усă курасшăн: ноутбук туянасшăн, - терĕ хĕр. Дима шăллĕ те вĕренỹре аппăшĕнчен тĕслĕх илет. Вăл та Настя пекех лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать.
О. ПАВЛОВА.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика