Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасен пултарулăхĕ пысăк

03 марта 2012 г.

Кĕçĕн Арапуçĕнче темиçе хут республика чемпионĕ пулнă В. Маркиданов спорт мастерĕн ячĕпе йăлана кĕнĕ йĕл-тĕрçĕсен ăмăртăвĕ иртрĕ. Сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансене Пикшик ял тăрăхĕн пуçлăхĕ З. Аликберов, “Паттăр” спорт шкулĕн директорĕ А. Краснов, РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ В. Афанасьев, ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ А. Камалетдинов, Раççей йĕлтĕр спорчĕн мастерĕсем Евгенийпе Татьяна Маркидановсем, “Россельхозбанк” управляющийĕ Р. Селиванов саламларĕç.

Ăмăртăва ял тăрăхĕсен, предприятисен, учрежденисен командисем пуçларĕç. Йĕлтĕр йĕрĕ çине кашнийĕшĕн виçшер арçынпа икшер хĕрарăм тăчĕç. Кунта Маркидановсем (Александр, Евгения, Татьяна) тата Л. Базманкина харсăр пулчĕç. Иккĕмĕш вырăна Пикшик, виççĕмĕшне Аслă Чемен ял тăрăхĕн командисем йышăнчĕç. Арçынсенчен А. Кузьмин, Маркидановсем, хĕрарăмсенчен Л. Базманкина, С. Эриванова, Н. Кузьмина мала тухрĕç.

Вăтам шкулсенче вĕренекенсен чупăвне те пăхма интереслĕ пулчĕ. Пĕрремĕш вырăна Аслă Чеменсем, иккĕмĕшне Нăрваш Шăхальсем, виççĕмĕшне Первомайскисем тухрĕç. Харкам хăйшĕн чупас енĕпе Аслă Чементи вăтам шкулти Ф. Япаров, В. Яганов, А. Фролов, хĕрачасенчен Н. Никитина (Первомайски), Л. Антонова (Аслă Чемен), А. Григорьева (Нăрваш Шăхаль) палăрчĕç.

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсем те ăмăртăва командăсем тăратнă. Кунта та Нăрваш Шăхальте, Аслă Чементе, Первомайскинче вĕренекенсен ушкăнĕсем мала тухрĕç.

Ветерансенчен Н. Афанасьев, Г. Медведев, Н. Григорьев кăмăллă чупрĕç. Çĕнтерÿçĕсем парнесем, грамотăсем илчĕç.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика