Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçăра паттăр, ĕçре – хастар

22 февраля 2012 г.

1927 çулта çуралнă М. Валиуллов çемьере чи асли пулнă. Ун хыççăн тата улттăн кун çути курнă. Пурнăç вĕсенчен пĕрне те сăпкара сиктермен, лăпкаса та ачашламан. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçлансан ашшĕне салтака кайма ят тухнă. Вĕсем ăна урăх курман: декабрь уйăхĕнче Сталинград патĕнчи пĕр çапăçура ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Пĕринчен тепри пĕчĕкрех ачасене амăшĕн пĕччен ура çине тăратма тивнĕ.

– Вăрçă пуçланнă çулах колхозра ĕçлеме пуçларăм. Иртен пуçласа каçчен хиртеччĕ. Пĕр килограмм тырăшăн кунĕпе кĕлте турттараттăмăр, – тет Минулла Зарифович. 1944 çулхи декабрь уйăхĕнче унăн хăйĕн салтак аттине тăхăнма тивет. Ульяновскри Инза станцийĕнче пĕр уйăх çар ĕçне хăнăхтарнă хыççăн М. Валиуллова Хĕвел тухăçне илсе каяççĕ. Тинĕс çар пехотин 13-мĕш уйрăм бригадине лекет. Японипе вăрçă пуçлансан пĕрремĕш кунхинех çап-çамрăк каччăсем алла пăшал тытаççĕ. Каярахпа Çурçĕр Корейăри хăш-пĕр хуласене ирĕке кăларнă çĕре хутшăнаççĕ. Икĕ çул та икĕ кун ют çĕр-шывра службăра тăнă тутар каччи. 1951 çулта тăван тăрăха каялла таврăннă. Иртĕнсе çÿреме те, канса ларма та вăхăт пулман Минулла Зарифовичăн. Ашшĕ вырăнне тăрса юлнăскер хăйĕнчен кĕçĕннисене пурнăç çулĕ çине тăратасси пирки шухăшланă. Канашри механизаци шкулĕнчен вĕренсе тухнă, ун хыççăн Патăрьелĕнчи МТСа ĕçе вырнаçнă. Тыр-пул пиçсе çитсен комбайн çине ларнă, колхозсенче сарă тулă пуссине вырнă. Ун чухне “уй-хир карапĕсем” МТСра çеç пулнă, çавна май унăн тахăш яла та çитме тивнĕ. Шăллĕсене те штурвал умне лартнă. Пĕр харăс виççĕн тырă вырни те пулнă. Ура çине тăмашкăн укçи-тенки самаях кирлĕ, çавăнпах пĕр ĕçе те тиркемен. Минулла Зарифович пулăшнипех кĕçĕннисем хăйсен пурнăç çулĕсене суйласа илнĕ. Вĕсен хушшинче юрист та, водитель те, шахтер та пур.

– Тĕлĕкре час-часах хам тырă вырнине е комбайна юсанине куратăп. Вăранса кайсан ĕçленĕ çулсене аса илетĕп. 6-7 пин тонна тыр-пул пухса кĕртнĕ. “Герой” колхозра вырма вĕçленсен кÿршĕ тата республикăн ытти районĕсене, Иркутска, Алтая çити пулăшма кайнă. Яваплă тапхăр вăхăтĕнче тăраниччен çывăрса та курман. 2-3 сехет тĕлĕрсе илнĕ хыççăн татах хире васканă, – калаçать ĕç ветеранĕ.

Эпир сăмах çăмхине сÿтнĕ чухне Минулла Зарифовичăн мăшăрĕ Гельсем Зиннятулловна Хисеп хучĕсемпе грамотисене пухса хунă тĕркеме кăларчĕ. Вăрçăри хастарлăхшăн илнĕ орден-медальпе пĕрле ĕçре палăрнăшăн тивĕçнисем те темĕн чухлех. ВДНХн кĕмĕл медальне, “Республикăри чи лайăх механизатор” ята темиçе хут та, çавăн пекех 1974 çулта “Районти чи лайăх комбайнер” ятпа куçса çÿрекен вымпела çĕнсе илнĕ. Çавăн пекех ĕнерхи механизаторшăн ЧР ял хуçалăх министерстви тыр-пула пуçтарса кĕртнĕ чухне паккуса пухма пулăшакан хатĕре шухăшласа кăларнăшăн панă удостоверени те питĕ хаклă.

Кил хуçи хĕлле те пушă ларман: автослесарьте, кочегарта тăрăшнă,

– Ĕçре çитĕнÿ тăвас тесен хăвăн профессине питĕ юратмалла, кăмăлтан тăрăшмалла, – сăмахлать çуллен комбайнпа тырă вырса 1-2-мĕш вырăнсене тухнă М. Валиуллов. Ывăлне те вăл пĕчĕклех техникăна юратма вĕрентнĕ. Кăшт пысăклансанах хăйĕн пулăшуçи тунă. Сăмах май, Валиулловсем 5 ача пăхса ÿстернĕ: 4 хĕрпе пĕр ывăл. Минулла Зарифовичшăн Гельсем Зиннятулловна лайăх мăшăр çеç мар, çемье ăшшине упракан, ăна çитĕнÿсем тума пулăшакан та пулнă. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна район администрацийĕ ăнланулăхшăн, вырма вăхăтĕнче çемье йывăрлăхне хăй çине илнĕшĕн Тав çырăвĕ панă.

Хирти Пикшикри хисеплĕ мăшăр пĕрле килĕштерсе 51 çул пурăнаççĕ. Минулла Зарифович – 85, Гельсем Зиннятулловна 80 çулта пулсан та килти ĕçсене хăйсем пурнăçлаççĕ, мăнукĕсемпе савăнаççĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика