Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ стандарта ĕçе кĕртет

08 февраля 2012 г.

Кам ăсталăха туптать, кахалланса вăхăта усăсăр ирттермест, ĕçрен хăрамасть, çав ăста пулать. Шăпах çакнашкал çынсен шутне кĕрет те ĕнтĕ те ĕнтĕ Хирти Пикшикри вăтам шкулта пĕрремĕш классене вĕрентекен Рузия Хабибулловна Ханзярова. Вăл 16 ачашăн чăн-чăнах иккĕмĕш амăшĕ вырăнĕнче. Вунпĕрмĕш выпускпа ĕçлекенскер çитĕнекен ăрăва ÿсĕм çулĕпе пĕлсе ертсе пырать. Пĕрле вăй хуракансен ĕç ăсталăхне шута илни, çĕнĕлĕхшĕн çунни ăна палăртнă тĕллевсем патне çитме май парать. 2011-2012 вĕренÿ çулĕнчен педагог çĕнĕ стандартпа ĕçлет.

– Кăткăс ĕçе вĕрентÿ предмечĕсемпе план тунинчен пуçăнтăм, – каласа парать Р. Ханзярова. – Унта урок тулашĕнчи занятисене те кĕртрĕм. Ачасен ашшĕ-амăшĕпе çывăхланас тĕллевпе пĕрлехи пухусемпе калаçусен тематикине палăртрăм.

Çĕнĕлĕхе Рузия Хабибулловна çитĕнекен ăрăва мĕн çамрăкранах тĕпчев ĕçне явăçтарнинче курать. Ăна малалла аталантарса пыма та педагогăнах тăрăшмалла. Пĕр-пĕр пулăма ачасен анлăлатма пĕлмелле, пĕтĕмлетÿ патне пымалла, хăйсен шухăшне палăртмалла. Уроксене вăйă мелĕсем кĕртни илĕртет. Мала пурте тухасшăн-çке. Килĕрен компьютер пурри, ачасен шухăшлавĕ ÿссе пыни йывăрлăх та кÿмест. Çакна Р. Ханзярова вĕренÿ çулĕн икĕ чĕрĕкĕнчи ĕç кăтартăвĕпех çирĕплетме пултарать.

Халиччен пĕрремĕш класра ачасем компьютерпа ĕçлемен. Электронлă кĕнекесем вара асра юлма пулăшакан вăйăсене явăçтараççĕ, тăван тавралăха сăнама вĕрентеççĕ. Ача ыйту çине тĕрĕс е тĕрĕс мар хурав панине те çийĕнчех пĕлет, тĕплĕнрех шутлама ыйтни унăн тимлĕхне çеç ÿстерет.

Юлашки вăхăтра парта хушшине ларма хатĕр ача сас палли палламанни сайра. Çавăнпа вĕсене шкулта тĕрĕс калама вĕреннĕ хыççăн вулас хăвăртлăха хăнăхма тытăнаççĕ. Класри Р. Хамдеев, А. Каштанов, Д. Каштанова минутра 50 е ытларах сăмах вуланинчен тĕлĕнмелĕх те пур. Математика фигурисене уйăрма вĕренессипе те ачасем ăста. Ушкăнпа ĕçлеме хăнăхаççĕ тата.

Çывăх вăхăтра пĕрремĕшсем букварьпе сыв пуллашма хатĕрленеççĕ. Унччен сăвă-юрă, ташă вĕренмелле. Уява хатĕрленме пуçăннă та ĕнтĕ. Педагог кашни ачан шкулта ирттерекен вăхăчĕ усса кайтăр тесе тăрăшать. Р. Ханзярова наука, техника аталаннă, информаци нумайланнă вăхăтра вĕренÿре çĕнĕ стандарт кĕртнине вырăнлах тесе шутлать.

Ачасен ашшĕ-амăшĕпе çирĕп çыхăнура пулни те ĕçре çăмăллăх кÿрет. Класра магнитофон пулман пĕрремĕшсен. Ăна аслисем илсе пама пулăшнă. Халĕ ирхи гимнастикăна, урок вăхăтĕнчи физкультсамантсене музыкăпа пурнăçлаççĕ. Ирекпа Гельнас, Русланпа Рания, Ринатпа Румия Каштановсем çитĕнекен ăру сывлăхлă ÿстĕр тесе педагога пулăшас ĕçе алă тăсса пама яланах хатĕр. Рузия Хабибулловна хăй те ÿркенсе тăмасть. Конкурссене, концертсене хутшăнмалли костюмсене çĕлеме пулăшать.

– Чĕмпĕрти педагогика институчĕн истори факультетĕнчен вĕренсе тухнă пулин те маларах илнĕ пĕлÿпех ĕçлессĕм килет. Кĕçĕн класа çÿрекен ачасем чуна çывăхрах, – калаçăва малалла сыпăнтарать Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ учителĕ Р. Ханзярова. – Ĕçĕм çынна юрăхлă пулнишĕн савăнатăп. Малтанхи выпускри С. Гинятуллина пуçламăш классене вĕрентме пуçăнни те кăмăллă.

Пĕрремĕш категориллĕ Рузия Хабибулловна – тавра курăмне анлăлатас, пĕлĕвне ÿстерес енĕпе те тăрăшать. Çĕнĕ стандартпа ĕçлеме пуçăниччен курсра пулчĕ. Педагогăн мĕнпур пултарулăхне вĕрентĕве хума майĕ те пур. Ханзяровсен виçĕ ачи те пурнăç çулĕ çине тăнă.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика