23 ноября 2011 г.
ХИРТИ ПИКШИКРИ культура çурчĕ кивелсе ватăлнипе нумай çул хушши пуçне пĕксе ларчĕ. Кун пирки сăмах-юмахĕ те нумай пулчĕ ĕнтĕ. Иртнĕ шăматкун вара “вучах” çĕнĕрен çуталчĕ. Пысăк кермене яла комплекслă, компактлă туса тирпейлемелли республика программипе килĕшÿллĕн тул енчен те, шалтан та çутă сăн кĕртнĕ. Ял клу-бĕнче çĕнĕ сезон уçнă, савăнăçа пĕрле пайланă çĕре Культура министрĕн çумĕ Т. Казакова, республикăри халăх пултарулăх çурчĕн директорĕ В. Бондарев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов хутшăннă. Тутар республикинчен килнĕ сатирăпа юмор театрĕ ял халăхне хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)