14 мая 2010 г.
Урама каç ĕнтрĕкĕ çапнă. Культура çурчĕ еннелле маларах ачасен ушкăнĕсем кĕпĕрленсе утрĕç. Каярах аслисем пĕрин хыççăн тепри пуçтарăна пуçларĕç. Çулланнă çынсем те сахал мар. “Талия юррисене итлес килет”, теççĕ пĕр-пĕринпе шăкăлтатса. Çак ята халиччен пĕрре çеç мар илтнĕ. Кÿршĕ-аршăшăн та тăванран çывăхраххи вăл. Кама ырă канаш кирлĕ – ун патне çитеççĕ. Телефонпа калаçасшăн – каллех чару çук тата ытти те. Ашшĕ-амăшĕн юнĕ вĕрет Т. Земдихановăра. Геллибану Халиулловнăпа Незиб Загитович ялти ятлă çынсем пулнă. Иккĕшĕ те ачасене вĕрентес ĕçе кÿлĕннĕскерсем. Халĕ вара Алимовсен çемье династийĕн ĕçне хĕрĕ малалла тăсать.
Талия Незиповна 32-мĕш çул утать Хирти Пикшикри вăтам шкула. Педагог ĕçне вăл Хусанти педучилищĕрен вĕренсе тухнă хыççăн пуçăннă. Илнĕ пĕлĕвĕ тивĕçтермен пек туйăннă ăна. Çавăнпа вăл Ульяновскинчи педагогика институчĕн вырăс чĕлхипе литература уйрăмне заочно вĕренме кĕнĕ. Çак вăхăтра хăй те çÿлерех асăннă предмета вĕрентнĕ. Кĕçĕн классене пĕлÿ паракан пĕр учительница канма кайсан унăн вырăнĕ пушаннă. Вара Т. Земдиханова пуçласа шкула килекенсем патне куçнă. Кăçал пĕрремĕшсене вĕрентет вăл. Класра 10 ача. Виççĕшĕ виçшер ачаллă çемьерен. Аппăшлĕ, тетеллĕ ÿсекенсене вĕренÿ çăмăллăнрах парăнать. Килте кĕнеке тытса курнăскерсем вĕсем.
Иртнĕ вĕренÿ çулĕнчипе пилĕк выпуск кăларчĕ Т. Земдиханова. Кашнийĕшĕнчех тĕрли пулчĕ. Отличниксемсĕр мар, паллах. Кăçалхи пĕрремĕшĕнче те пултаруллисем пур. А. Сагдеева Талия Незиповнăна яланах пулăшма хатĕр. Ытти ачасемпе юнашар ларса вулама та, математикăпа хушас, кăларас действисене тума та, юмахсем юптарма та ÿркенсе тăмасть.
Ачасен ашшĕ-амăшĕпе çывăх педагог. Класс сехечĕсене, пухусене, пĕрлехи мероприятисене чĕнет вăл аслисене. Амăшĕсем, ашшĕсем валли вĕренекенсен пултарулăхĕпе концертсем хатĕрлет. “Букварь” уявĕ асра юлмалла иртет.
– Ĕçлеме çеç ÿркенмелле мар. Кирлĕ литература, дисксем, караоке тупса илме пулать халĕ, – тет Т. Земдиханова. Ертÿçĕ пултарулăхĕ ачасене куçать. Юмахсен сăнарĕсене лайăх кăлараççĕ вĕсем.
Ачасем ÿснĕçемĕн пурнăçа витĕр курма хăнăхтарса пырать Талия Незиповна. Çул çинче мĕнле çÿремеллине аса илтерсех тăрать. Пушар хăрушлăхĕ çинчен ăнлантарать. Аслисене итлеме, ваттисене хисеплеме вĕрентет. Вĕсене пулăшма явăçтарать. Сывлăха çирĕплетмелли упражненисем тутарать. Ĕçе явăçтарма тăрăшать. Класĕнче мĕн тĕрлĕ чечек çеç çук вĕсен. Шкул коридорне, ытти кабинетсене лартнă чечексен çеçкисене те пĕрремĕшсенченех илнĕ. Вĕсене ÿстерес ырă йăла Талия Незиповнăн мăшăрĕнченех юлнă. Вăл шăпах шкул çумĕнчи çĕр лаптăкĕнче тĕрлĕ çеçке çитĕнтерессине мала хунă.
Педагог ĕçне ыттисем хакланишĕн савăнать Т. Земдиханова. Пĕрремĕш классем юратнă учительници килти пурнăçĕпе интересленсе альбом хатĕрленине те сиснĕ.
Обществăлла пурнăçа анлăн явăçнă çамрăкранах педагог. Çавна май ял тăрăх, шкул, район администрацийĕн тав çырăвĕсем нумай унăн. Вĕрентÿ министерствин грамотисем пур. Пилĕк созыв участокри суйлав комиссийĕн председателĕн тивĕçĕсене пурнăçланă Талия Незиповна . Çамрăк чухнех ял Совечĕн депутачĕ те пулнă.
Пурнăçра хăй вырăнне тупнă Т.Земдиханова. Юратнă ĕçĕ, çемйи, хисепĕ пур унăн. Мăшăрĕпе виçĕ ача пăхса çитĕнтернĕ вĕсем. Иккĕшĕ строительство техникумĕнчен вĕренсе тухса диплом илнĕ. Пĕри “Булатра” ĕçлет. Çемьеллĕ. Тĕпре пурăнаççĕ. Тепри Шупашкара вырнаçнă. Хĕрĕ ялти шкулăн 9-мĕш класне çÿрет.
Пушă вăхăчĕ çук Т. Земдиханован. Ăста алăсен кружокне ертсе пырать вăл. Кĕçĕн класранах ачасене тĕрлĕ хатĕр ăсталама вĕрентет.
Ялти культура çуртне çÿрет. Юрра ăста. Пĕр спектакльтен те юлмасть. Вĕсенче кăткăс рольсене вылять. Спектакльсемпе, концертсемпе кÿршĕ ялсене тухса çÿреççĕ.
Шкулта иртекен мероприятисене ачасене те хутшăнтарать, хăй те явăçать. Иртнĕ çул “Классный, классный” конкурса хутшăнчĕ.
Пур пĕлĕвĕпе, халиччен пухнă ĕç опычĕпе çеç лăпланса лармасть педагог. Яланах çĕннине шырама тăрăшать. Тĕрлĕ литература илет. Районти “Авангард” хаçата çырăнмасăр пĕр çул та юлман. Унта пичетленекен материалсенчен ыррине нумай илме, çитĕнекен ăрăва аслисен тĕслĕхне тĕпе хурса воспитани пама май пулнине çирĕплетет. Кашни ир ĕçе савăк кăмăлпа утать Талия Незиповна. Унта ăна çитĕнекен ăру кĕтет. Вĕсемпе кун иртни те сисĕнмест.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)