Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуçне усмасть педагог-ветеран

08 мая 2010 г.

Хирти Пикшикре иртекен кирек мĕнле мероприятинче те З.Макачев вăрçă ветеранĕ хисеплĕ хăнасем йышĕнче. Зарифзян Сафиулловичăн çамрăк чухнехи хастарлăхĕ, пултарулăхĕ, тăрăшулăхĕ хисеплĕ ватă тăххăрмĕш теçеткере пырать пулин те ик- сĕлмест-ха. Çавăнпах ĕнтĕ вăл тăтăшах тăван шкулта çитĕнекен çамрăк ăрупа тĕл пулать, синкерлĕ вăрçă кунĕсене, ĕлĕкхи çăмăл мар пурнăçа аса илсе каласа парать. Ун пек чухне вара Зарифзян абыйăн пурнăçри эпизодсем пĕрин хыççăн тепри черетленеççĕ. Çулне кура мар вĕсене питĕ лайăх астăвать-ха вăл.

Йышлă çемьере çуралса ÿснĕ вăл. Вуннăн пĕртăван пулнă вĕсем ашшĕпе амăшĕн. Пурте тата ывăл ачасем! Фатыха Алиулловна юлашки ачи хĕр пуласса ĕмĕтленнĕ. Анчах шухăшлани пурнăçланайман. Зарифзян йăх-несĕле малалла тăсса пыракан чи кĕçĕн ывăл.

Хресчен çемйине пурнăçа сыпăнтарса пыма çăмăлах пулмасан та, шкулта арçын ача питĕ ла-йăх ĕлкĕрсе пынă, Хисеп хучĕпе вĕренсе тухнă. Çавна пулах ĕнтĕ ăна педагогика училищинче пĕлĕвне малалла тăсма экзаменсăрах йышăннă. Кунта та чи кăтартуллă вĕренекенсем шутĕнче пулнă вăл.

1943 çулхи кăрлачра çамрăк педагога çар хĕсметне кайма ят тухать. Вун сакăр çул та тултарса ĕлкĕрейменскер, ялти вуншар-вуншар çамрăк пекех салтак тумĕ тăхăнать. Зарифзяна малтанах Курскри артиллери шкулне ултă уйăхлăха вĕренме яраççĕ. Ун хыççăн вара кĕçĕн сержант разведка батарейин 392-мĕш артиллери полкне çакланать. Вăрçăра яланах малти лининче пулма тивнĕ. Салтаксем ятарлă приборсемпе сасă тăрăх тăшманăн батарейи ăçта вырнаçнине палăртнă. Çавăнпа та вилĕм хăрушлăхĕ кашни утăмрах пулнă. Ветеран Смоленск патĕнчи çапăçăва, Белорусси, Литва, Латви, Польша çĕр-шывĕсене ирĕке кăларнисене, тăшмана парăнтарса пырса йывăрлăхран мĕнле тухнисене ĕнерхи событи пекех ас туса каласа пачĕ. Вăрçă тăрăшшĕпех отделени командирĕ пулнă вăл. Яваплăхĕ пысăк. Çавăнпа та кирек мĕнле задание те яланах чун-чĕререн, тÿрĕ кăмăлтан пурнăçланă.

Зарифзян абый салтакран 1946 çулхи кăрлачра таврăннă. Тăван ял сывлăшне çĕнĕрен хăнăхичченех, виçĕ кунтанах пуçламăш классен учителĕнче ĕçлеме пикеннĕ. Кунпа çеç те çырлахман çамрăк каччă, Хусанти университета истори факультетне куçăмсăр майпа вĕренме кĕнĕ. Ашшĕ-амăшĕ ватă пулнăран çак çула суйласа илнĕ вăл, мĕншĕн тесен вĕсене пăхакан урăх шанчăк пулман. Пĕртен-пĕр тетĕшĕ те вăрçăран таврăнайман, батальон комсоргĕн пурнăçĕ тыткăнра татăлнă. Шарифзян пиччĕшĕ вăрçа кайиччен “Авангард” хаçатра литература сотрудникĕ пулса ĕçленĕ. Сăвă-калав та чылай çырнă. Зарифзян Сафиуллович вара паянхи кун та район хаçачĕпе туслă çыхăну тытать.

З.Макачев пурнăçра икĕ хутчен те çар тумне тăхăннă. 1951 çулта ăна каллех çар ретне тăма ят тухать. Иваново облаçĕнчи Шуя хулинче çулталăк ытла офицер пулса службăра тăрать. Кĕске хушăрах вăл хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçланине кăтартса парать.

Çар хыççăнхи пурнăçне вара пĕтĕмпех ачасене вĕрентсе воспитани парас ĕçе халалланă. 46 çул пуçтарăннă унăн педагогика стажĕ. Тăван шкулсăр пуçне Шăнкăртамра истори учителĕнче, Тутар Сăкăчĕпе Ыхра Çырминче директорăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕнче тăрăшнă. Педагогика стажĕн пысăк пайне вара Хирти Пикшикре шкул директорĕнче ĕçлесе ырă ятпа палăрнă. Ахальтен мар ĕнтĕ унăн ĕçне патшалăх енчен те пысăка хурса хакланă. Зарифзян Сафиуллович Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, халăха вĕрентес ĕç отличникĕ.

–Пурнăçра яланах пуçаруллă пулма тăрăшрăм. Директорта ĕçленĕ вăхăтра хам тăрăшнипех каçхи шкул уçрăм. Унта вăрçă тапхăрĕнче тĕрлĕ сăлтава пула пĕлÿ илейменнисем професси илме çÿретчĕç. Кунта тракторист-машиниста та, çĕвĕçе те вĕренетчĕç. Çутă пулман чухне вĕсем краççын лампипех вулатчĕç, çыратчĕç...Паян çав вăхăтра специальность илнисем чăн-чăн ăстасем пулни маншăн питех кăмăллă, – аса илчĕ ăшшăн педагог-ветеран хăйĕн пурнăçĕн пĕр сыпăкне.

Çулĕсем хушăнсах пыраççĕ пулин те, пуçне усмасть-ха аксакал. Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнине пысăк хавхаланупа кĕтсе илет.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика