Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧЕРЕТЛĕ СЕМИНАРТА

08 апреля 2009 г.

Хирти Пикшикри вăтам шкула районти ют чĕлхепе вĕрентекенсем черетлĕ семинара пуçтарăнчĕç. Вăл “Вĕрентÿри активлă формăсем” темăпа иртрĕ. Малтанах вĕрентекенсем икĕ ушкăна пайланса уçă уроксенче пулчĕç. Н.Петрова саккăрмĕшсене “Вашингтон” темăпа калаçтарчĕ. АПШ тĕп хулинчи нумай вырăна “çитсе курчĕç” вĕсем. Вашингтон, Линкольн, Джеферсон палăкĕсене, Капитолий, Шурă çурт тата ытти паллă вырăнсене курса тĕлĕнчĕç. Президентсем çинчен лайăх каласа пачĕç. Вĕрентекен урок тăршшĕпех акăлчанла калаçни ачасене хăратмарĕ. Вĕсем ăна ăнланса пычĕç. Наталия Семеновна вĕрентекенсемпе кăмăллă калаçрĕ, хуравсемшĕн, килти ĕçсемшĕн тав тума манмарĕ. Урок вĕçĕнче пурте тĕп хуламăра, Шупашкара “экскурсие кайрĕç”.

6-мĕш “а” класра Е.Матросова чĕр чунсене халалласа “Джунгли чĕнет” вăйă ирттерчĕ. Мĕнле кăна ĕç тумарĕ пуль вĕрентекен улттăмĕшсемпе. Вăйă формипе иртекен уроксем ачасене яланах ытларах кăсăклантараççĕ. Пĕри тепринчен маттуртарах пулчĕç вĕсем. Вĕрентекен вĕсене темăпа кăсăклантарма пултарчĕ. Ачасем Елена Анатольевнăна тата ют чĕлхене аван пĕлнине кăтартса пачĕç.

Уроксенчен тухсан пурте кĕçĕн классенче вĕренекенсем хатĕрленĕ юмахсем курма пуçтарăнчĕç. З.Хамдеева вĕрентекен тăрăшнипе тата пулăшнипе чăн-чăн юмахсен тĕнчине лекрĕç. Ачасен тумĕсем, музыка, декораци килĕшрĕç пухăннисене. Хăйсен ролĕсене еплерех выляççĕ тата пĕчĕкскерсем!

Вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен директор çумĕ П.Маслов ют чĕлхене вĕрентекенсем тăрăшуллă тата пуçаруллă пулнине, ялан çĕнни шыранине палăртса хăварчĕ.

Ют чĕлхепе вĕрентекен пĕрлешĕвĕн ертÿçи З.Забатова вĕрентÿри хăш-пĕр çĕнĕлĕх çинче чарăнса тăчĕ.

Унтан пурте шкул музейне çул тытрĕç. 5-мĕш класра вĕренекен Э.Маликовăпа Г. Аликберова тĕрлĕ экспонатпа, ялăн паллă çыннисемпе паллаштарчĕç.

Хамдеевсем хатĕрленĕ презентаци пурне те килĕшрĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика