Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сумлă çынна ял савать

02 августа 2008 г.

икеш ялне çамрăклах тăвансем патне хăнана тăтăш кайса çÿреттĕм. Çавăнпа та ача чухнех кунта эпир чылай çынна пĕлнĕ, паллашнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-60 çулĕсенче пирĕн пата совет офицерĕ Власий Захарович Барышников килни паян кун та асрах. Ун чухне ялта аслă пĕлÿ илнĕ çар çыннисем питĕ сахалччĕ. В.Барышников вĕсенчен пĕрремĕш çын пулнă.

Анлă пурнăç çулĕпе яланах мăнаçлăн утнă вăл. Кирек мĕнле ĕçре те ят-сум, чыс, хисеп çĕнсе илнĕ. 14 çултах Чкалово ялĕнче (ун чухне вăл район центрĕ пулнă) районти çыхăну уйрăмĕнче телеграфист пулса ĕçлеме тытăннă. Сахал мар хыпар салатнă вăл ял халăхне: ыррине те, усаллине те. 1943 çулта вара ăна та вăрçа кайма ят тухнă. Çар служби унăн 1960 çулчченех тăсăлнă. Ахаль салтакран пуçласа подполковник таранах ÿснĕ вăл. Унăн службăри ĕçĕ те çыхăну енĕпех малалла тăсăлнă. Малтан радист пулса ĕçленĕ. Ку енĕпе хăйĕн тивĕçне тÿрĕ чунпа пурнăçланине кура ăна часах радиостанци пуçлăхне çирĕплетнĕ. Каярахпа Рига хулинчи çарпа политика училищине вĕренме янă. Чи лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ çамрăк офицера Чита хулине службăна малалла тăсма сĕннĕ. Кунта вăл политрук пулса салтаксене çарпа политика ĕçне хăнăхтарать. Çав тапхăртах Читари пединситутра куçăмсăр майпа вĕренсе алла диплом илет.

Власий Захарович 1960 çулта çар ĕçĕнчен отставкăна тухса Шупашкара таврăнать, педагогика ĕçне кÿлĕнет. Икĕ çул вăл Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вăй хурать, парти организацине ертсе пырать. Çав çулсенчех Мускаври Крупская ячĕпе хисепленекен институтра аспирантурăра вĕренсе кандидат диссертацине хÿтĕ-лет. 1964-1966 çулсенче Чăваш патшалăх пединститутĕнче лекцисем вулать.

Малаллахи шăпа ăна Чĕмпĕре илсе çитерет. Кунта та планпа экономика институтĕнче марксизм-ленинизм кафедринче доцент пулса вăй хурать, 21 çул хушшинче нумай çамрăка аслă пĕлÿллĕ специалист пулма пулăшать.

1987çулта Власий Захарович тăван ене таврăнать, ЧПУра ĕçлеме тытăнать. Доцентран профессор таран ÿсет. Хальхи вăхăтра вăл политологи уйрăмĕн пуçлăхĕ. Студентсем ăна уçă камăллăхĕшĕн, пысăк çынлăхĕшĕн, вĕсене хисепленĕшĕн, хăйне пысăка хуманшăн хисеплеççĕ.

Ĕçне кура–хисепĕ. В.Барышниковăн архивĕнче çакна çирĕплетсе паракан ятарлă хутсем, парнесем пайтах. Ахальтен мар ĕнтĕ çак кунсенче 82 çул тултарнă ватта яланах ял савать.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика