Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Общество. История

05 июля 2008 г.

Ишлĕри Исак Прокопьевпа унăн мăшăрĕ Фекла Чĕмпĕр шкулĕнче ĕлĕкхи вăрçăччен 2 çул ытларах ĕçлесе пурăннă. Исак Прокопьевич 1920 çулта тифпа чирлесе вилнĕ. Мăшăрĕ 70-мĕш çулсенче çĕре кĕнĕ. Вулакансене унăн аса илĕвĕсемпе паллаштарасшăн:

"Иван Яковлев кĕрнеклĕ, сарлака хул-çурăмлă çынччĕ. Пĕвĕпе çỹллех марччĕ. Çỹçĕсем шап-шурăччĕ. Вăл яланах ал туйипе çỹретчĕ. Нихăçан та хытă калаçмастчĕ. Анчах сăмахĕсем виçеллĕ те вырăнлăччĕ. Хăш-пĕр айăпсемшĕн хытах асăрхаттаратчĕ. Шкулта тĕрĕс те çирĕп йĕркеччĕ. Вĕренекенсене Иван Яковлевич: "Пурнан пурнăç пăрăнăçсăр пулмасть, сире вăл тĕрлĕ енчен çаптарĕ", _ тетчĕ.

Ачасем хăйсене аван тытатчĕç, воспитани çаплаччĕ. Вĕренекенсем пирус туртман, эрех ĕçмен. Ĕçкĕ усал япала иккенне асăрхаттарсах тăратчĕ, тĕслĕхсем илсе кăтартатчĕ.

Шкулта вĕренекенсем урай çума, кăмака хутма, юр, туалет тасатма пулăшатчĕç. Вутă илсе килсен те шаршаланса хуратчĕç.

Вĕренекенсене апат питĕ лайăх çитеретчĕç. Эпир тĕлĕнеттĕмĕр: Иван Яковлевич шкула мĕнле тытса тăрать-ши? 200 ача тăранса пурăннă вĕт. Тата ялтан килнĕ хресченсем те кунтах çĕр выртатчĕç, апатланатчĕç.

Ку ĕçе Иван Яковлевич кăна тума пултарнă. Вăл хăйне кирлĕ çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлнĕ. Пурне те йỹнĕрех хакпа илме пултарнă.

Иван Яковлевич хăй те парăмра юлман: вĕсене тĕрлĕ ыйту татса пама, картлашкапа çỹлелле хăпарма, орденсем илме пулăшнă. Иван Яковлев кăткă пек ĕçлетчĕ. Театр-клуба, хăнана çỹреме юратмастчĕ. Анчах тусĕсене саламлама манмастчĕ. Вĕренекенсене те: "Хăнана каймасан та саламлама ан манăр", _ тетчĕ. Ирхине пилĕк сехетре тăрса каçпа 11-12-ччен ĕçлетчĕ. Кăнтăрла икĕ сехет канатчĕ.

Чĕмпĕр ярмăрккине чăвашсем таçтан та килетчĕç, пурте тенĕ пекех шкула чарăнатчĕç. Вĕсем валли чиркỹре кĕлĕ ирттеретчĕç. Иван Яковлевич пурне те ăшшăн кĕтсе илетчĕ, сывлăх сунатчĕ, ялти шкулсем, чиркỹсем мĕнле ĕçлени çинчен ыйтса пĕлетчĕ. Астăватăп-ха, пĕр чăваш: "Иван Яковлевич, эпĕ сире курассишĕн, сирĕнпе калаçассишĕн, чиркỹ службине итлессишĕн çеç 100 çухрăмран килтĕм", _ терĕ пуç тайса.

Иван Яковлевичпа арăмĕ Екатерина Алексеевна çỹпçипе хупăлчиччĕ. Екатерина Алексеевна ăслă, нумай пĕлекен, сăпайлă хĕрарăмччĕ. Хĕр ачасен уйрăмне ертсе пыратчĕ, хăй те вĕрентетчĕ. Кам та пулин чирлесен вăл пăхатчĕ, пульницарисем патне кучченеçпе çỹретчĕ.

Иван Яковлевич аслă классенче историпе вĕрентетчĕ. Ачасем ăна питĕ лайăх ăнланатчĕç. Чăваш шкулĕ учительсемпе çĕр ĕçченĕсем хатĕрлекен шкул пулса тăнă. Виççĕр гектар çĕр çинче ял хуçалăх культурисене акса тунă, фермăсем те йĕркеленĕ. Ятарласа пахча, хурт-хăмăр пăхма вĕрентекен преподавательсем пурччĕ. Иван Яковлевич юрлама пĕлместчĕ, анчах музыкăна юрататчĕ.

Чăваш шкулĕнче хор йĕркеленĕччĕ, оркестр та пурччĕ. Преподавательсем те, Яковлевсем те каçхи кĕлле çỹретчĕç. Хыççăн кам патне те пулин пуçтарăнса тĕрлĕ ыйту сỹтсе яватчĕç. Типĕсене те тытса пыратчĕç.

Иван Яковлевич чаплă ятшăн çунман. "Халăх советникĕ" чинпах çỹренĕ. Вăл _ Улăп. Чăвашсене çутта кăларассишĕн Иван Яковлев пек тăрăшнă çынна урăх эпĕ пĕлместĕп. Эпир ун умĕнче парăмра".

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429365 Чувашская Республика Батыревский район д.Бахтигильдино,ул.Школьная,д.40
Телефон: 8(83532) 6-50-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика