08 августа 2007 г.
Ишлĕ – районти чи аякра вырнаçнă ялсенчен пĕри. Кунти вулав çурчĕ юнашартисенчен чылай маларах, 1924 çултах уçăлнă. Вăл Федор Зайцев çуртĕнче вырнаçнă. Унăн малтанхи пуçлăхĕ (избач тенĕ вăл вăхăтра) пултаруллă çын Вадим Чернов пулнă. Пухăннă çынсене хаçат-журналăн çĕнĕ номерĕсемпе, кĕнекесемпе паллаштарнă. Сăмах май каласан Вадим Чернов кайран Чăваш АССР Верховнăй Совет Председателĕн заместителĕ таран ÿснĕ.
Халĕ библиотека кир-пĕчрен купаланă илемлĕ çуртра вырнаçнă, кĕнекесен шучĕ 10 пине, вулакансен йышĕ ик çĕре çывхарать. Республика кунне палăртнă чухне ялти библиотекăра савăнăçлă уяв иртрĕ, районти 26-мĕш юлашки тĕслĕх библиотека уçрĕç.
Уявра ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Юркина сăмах илчĕ. Библиотека ертÿçи Л.Киргизова хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Администрацин социаллă пурнăçпа архив пайĕн пуçлăхĕ С.Викторов, тĕп библиотека ертÿçи Н.Исаева тĕслĕх библиотека ял халăхĕшĕн иксĕлми пуянлăх пулни çинчен каларĕç. И.Ерофеев хăйĕн халĕ çеç пичетрен тухнă “Юратупа вилĕм куççулĕ” кĕнекине парнелерĕ. Ун хыççăн ял ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан слайдсем курчĕç. Юлашкинчен юрă-ташă ăстисем концерт кăтартрĕç.
Халĕ Ишлĕсем Иван Ерофеевăн “Юратупа вилĕм куççулĕ” кĕнекен презентацине хатĕрленеççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)