Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туслăхра çитĕнỹ вăй-хăвачĕ

14 октября 2022 г.

 Ишлĕри почта çыхăну уйрăмне Людмила Юркина ертсе пырать. Ку отрасльте вăл çĕнĕ çын мар, 20 çула яхăн ĕçлет. Çак кунсенче вара ăна тăрăшулăхĕшĕн, шаннă тивĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн ЧР цифра аталанăвĕн, информаци политикипе массăллă коммуникаци министерствин Хисеп грамотипе чысланă.

- Ку грамота манăн тата пĕрлех почтальонсен ĕçне хаклани те. Коллектив туслă пулнăран, пĕр-пĕрне ăнланса вăй хунăран палăртнă тĕллевсене пурнăçлатпăр, - тет кăмăллăн Людмила Анатольевна.

Почта çыхăну уйрăмĕнче виçĕ почтальонка тăрăшать: Ольга Никифорова, Мария Григорьева, Людмила Михайлова. Вĕсем хаçат-журнал çырăнтарнисĕр пуçне вĕсене халăх патне çитерессишĕн, пенсипе тивĕçтерессишĕн кирек мĕнле çанталăкра та çула тухаççĕ. Аслă çулхисене электричествăпа, газпа усă курнăшăн тỹлеме те пулăшаççĕ.

(Хамăр корр.)

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429365 Чувашская Республика Батыревский район д.Бахтигильдино,ул.Школьная,д.40
Телефон: 8(83532) 6-50-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика