07 июня 2022 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Ишлĕ ял тăрăхĕн территорийĕнче "Пăла юхан шывĕн пуçламăшĕ" проекта реализацилес ыйтупа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ.
Çĕнĕ проекта "Руна çулĕ" маршрутпа килĕшỹллĕн тата муниципалитăн инвестици илĕртỹлĕхне йĕркелес, экологие сыхлас тĕллевпе пурнăçа кĕртме палăртаççĕ.
- Асăннă проект район, республика, çавăн пекех Тутарстан Республикин территорийĕнчи Пăла хĕррипе вырнаçнă ялсене, тĕрлĕ наци тата тĕне ĕненекен çынсене, йăла-йĕркене, культурăна упракансене пĕрлештерекен пĕр пысăк маршрут пулмалла, - тет район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)