22 февраля 2022 г.
Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакан кашни халăхăн хăйĕн культури, йăли-мешехи, аталанăвĕ. Чăваш, вырăс, тутар, ирçе е ытти наци çынни - пурте ламран-лама куçса пыракан юрра-ташша, тĕрре-çĕвве, йăла-йĕркене тытса пыма тăрăшать. Вăл пысăк пуянлăх, мăнаçлăх шутланать.
Районти культура, вĕрентỹ учрежденийĕсенче Раççей халăхĕсен культура еткерĕн çулталăкне халалласа йĕркелекен мероприятисенче те наци пуянлăхĕпе çыхăннă эрешсем, ăруран-ăрăва куçса пыракан алă ĕçĕсен куравĕ те çакнах çирĕплетсе парать. Ишлĕ ял тăрăхне кĕрекен Ульяновкăри клубра "Халăх культурин çутă тĕнчи" ятпа йĕркеленĕ мероприятие хутшăнакансем чăнласах та хăйсен ялĕнче пурăнакан ылтăн алăллă хастарсен ĕçĕсемпе çамрăксем те, ваттисем те кăмăлтан паллашнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)