30 января 2022 г.
Ишлĕ ял тăрăх депутачĕсен Пухăвĕн 2022 çулхи январĕн 25-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн Ишлĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулма Сергей Геннадьевич Бильтяева суйланă.
С. Бильтяев 1979 çулта Пăлапуç Нурăсĕнче çуралнă, Мари патшалăх техника университетĕнче "Вăрман хуçалăх инженерĕ" специальноçпа аслă пĕлỹ илнĕ. Ĕç стажне Иркутск облаçĕнчи "Северное ЛПХ" пĕрлешỹре пуçланă, ун хыççăн Шупашкарти вăрман хуçалăхĕнче лесникре тăрăшнă, Санкт-Петербургри стройкăсенче ĕçленĕ. Çемьеллĕ, мăшăрĕпе икĕ ача çитĕнтереççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)