03 декабря 2021 г.
ПУРНĂÇРА ырă кăмăллă çынсем юнашар пулни яланах хавхалантарать. Ишлĕре пурăнакан 82 çулхи Василий Егоров Çĕнĕ çул умĕн уйрăм çынсене е коллективсене çурчĕ умĕнче ỹснĕ кăвак чăрăшсене парнелеме хатĕрленет. Укçалла е ытти таварпа сутă туса мар, тỹлевсĕрех. Василий Артемьевич лăпăска туратлă чиперккесене 13 çул каялла Мари Элтан туянса килнĕ. Алли çăмăл пулнă курăнать сутаканăн та, туянаканăн та. Йывăçсем 12-шĕ те питĕ лайăх ярăнса ỹснĕ. Анчах шел, вĕсем кĕçех электричество линине чăрмантарма пултараççĕ. Çавăнпа та Хĕл Мучи-пенсионер кăçал улттăшне, çитес çул тепĕр çавăн чухлĕ чăрăшне кăмăл тăвакансене парнелесшĕн. Çĕнĕ çула уяв пикипе кĕтсе илме хатĕрленекенсем 65-0-14 телефонпа кăвак чăрăш хуçипе калаçса татăлма пултараççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)