18 декабря 2020 г.
Лайăх тус тăванран та хаклăрах, теççĕ. Çамрăк чух пĕрле ăс пухнă, салтакра пулнă, ĕçленĕ çывăх юлташсем нихăçан та манăçмаççĕ. Çак кунсенче манăн çур ĕмĕр каяллах ял хуçалăх институтĕнче вĕреннĕ юлташпа калаçма тỹр килчĕ. Вăл хăйĕн "Шăнкăрч таврăнсан" ятлă сăвăсен кĕнекине парнелерĕ.
Юлташăм - Ишлĕре пурăнакан Василий Андреевич Тихонов. Вăл чылай çул "Маяк" колхозра тĕп бухгалтерта, тĕп агрономра ĕçленĕ, тивĕçлĕ канăва тухнă. Шкулта вĕреннĕ чухнех сăвăсем шăрçаланă, каярах та питĕ нумай çырнă. Кăçал Василий вĕсен пĕр пайне пухса Шупашкарта пичетлеттерчĕ.
Парнешĕн эпĕ чунтан савăнтăм, юлташăм кĕнеке кăларма пултарнишĕн питĕ хĕпĕртерĕм. Ăна уншăн тав тума сăмахăм та çитмест. Сăвăсем пĕринчен тепри янăравлă, йĕркисем шăнкăр-шăнкăр юхакан çăлкуç пекех вуланаççĕ. Тăван тавралăх, тăванлăх, тус-юлташлăх, çут çанталăк, патриотлăх, юрату пирки çырнисене хумханмасăр вулама май çук.
В. Тихонова Патăрьел тăрăхĕнче пĕлмен çын та сахал-тăр. Вăл ĕçри хастарлăхĕпе, творчествăлла пултарулăхĕпе мухтава тивĕçлĕ. Вĕсем мăшăрĕпе йышлă ача ỹстерсе пурнăç çулĕпе çирĕп утма вĕрентнĕ.
А. ЕФИМОВ, Тăвай районĕ, Енĕш Нăрваш ялĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)