16 октября 2018 г.
Вăрнарта ирĕклĕ майпа кĕрешсе мала тухассишĕн тĕрлĕ çулта çуралнă арçын ачасемпе хĕрачасем хушшинче ăмăрту иртрĕ. Тупăшусем спорт комплексĕнче пулчĕç. Вĕсене республикăри чылай район спортсменĕсем хутшăнчĕç. Пурĕ 175 ача кĕрешрĕ.
Районти ачасемпе çамрăксен "Паттăр" спорт шкулĕн филиалĕсенче вĕренекенсем те хăйсен вăйĕсене виçрĕç.
Аслă арçын ачасем хушшинче 55 килограмлă виçере çивĕч кĕрешỹ иртрĕ. Ишлĕри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти 9 класра вĕренекен М. Ерофеев финалта Вăрнар ачине парăнтарса пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Мухтамалăх пур. Вăл иртнĕ вĕренỹ çулĕнче те районсенчи турнирсенче тата Шупашкарти шкул ачисен спартакиадинче кĕрешсе çĕнтерỹçĕ пулчĕ.
Кĕçĕн çулхи арçын ачасемпе хĕрачасем ăмăртусене пĕрремĕш хут явăçрĕç. Вĕсем тренировкăсене пĕр уйăх ытларах çеç çỹреççĕ-ха. Çавах та хăйсен тăрăшулăхне кăтартрĕç. Тикешри А. Петрухина 36 килограмлă виçере виççĕмĕш вырăна тухма пултарчĕ. Хирти Пикшикри Д. Орешин çурма финалта 22 килограмлă виçере тăваттăмĕшне йышăнчĕ. Д. Кузьминан та çак вырăнпа килĕшме тиврĕ.
Çĕнтерỹçĕсене грамотăсем, медальсем тата укçан парса чысларĕç.
М. ЗЕЙНЕТДИНОВ, тренер
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)