10 октября 2017 г.
Пăлапуç Нурăсĕнчи Федор Николаевичпа Людмила Ильинична Михайловсем 22 çул пĕр сукмакпа утаççĕ.
Пилĕк ача çитĕнтереççĕ вĕсем. Аслă ывăлĕ Коля иртнĕ çулхи май уйăхĕнче салтакран таврăнчĕ. Анапа хулинчи 108-мĕш десантсен штурм полкĕнче хĕсметре тăнă. Коля киле таврăничченех Илья шăллĕ те Конституци тивĕçне пурнăçлама тухса кайрĕ. Вăл Калугăра вĕрентỹре пулнă хыççăн Мускав облаçĕнчи Алабино çывăхĕнче танк полкне лекнĕ. Çак кунсенче "Танксен биатлонĕ _ 2017" ăмăрту иртнĕ. Кунта тĕрлĕ çĕршыври 19 команда хутшăннă. Финалта вара пĕрремĕш вырăна Раççей, иккĕмĕш _ Казахстан, виççĕмĕш - Китай, тăваттăмĕш _ Белорусь командисем йышăннă. Раççей командин çитĕнĕвĕнче пирĕн ентешĕн, Илья Михайлов салтакăн та тỹпи пур, вăл танк сăрлас ăмăртура чи мала тухнă, Хисеп хутне тивĕçнĕ. Ентешсен маттурлăхĕ- пе эпир те мăнаçланатпăр, каччă хăй тивĕçне лайăх пурнăçласа таврăнасса шанатпăр.
Н. МАЗЯКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)