Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлеме пĕлекен пурнăç тăвать

16 мая 2017 г.

 _ Çурхи ĕçсене вĕçлеме минераллă удобрени те, çунтармалли-сĕрмелли материал та çителĕклĕ, _ терĕ Хирти Пикшикри А. Багаутдинов фермер хуçалăх ĕçĕпе майăн 12-мĕшĕнче паллашма пынă район администраци пуçлăхне Р. Селиванова тата унăн çумне, ял хуçалăх, экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникне Л. Кузнецова. Сеялкăн ятарлă пỹлмисенче чăнах та шап-шурă удобрени тултарнă. А. Багаутдиновран инçех мар ĕçлекен И. Чемеров фермерăн та хурçă "учĕсем" хиртеччĕ.

Хирти Пикшикре паян усă курман çĕр пачах та çук тесен те юрать. Тахçантанпах пушă тăракан хирсене шăпах А. Багаутдиновпа И. Чемеров фермерсем пусă çаврăнăшне кĕртме тĕллев лартнă. Ытти ялсенче вара ку ыйту еплерех татăлса пырать? "Тикешре, Именкассинче çук, Еншикре кăçал илчĕç, Кĕçĕн Арапуçĕнче 5 гектар тăрса юлнă. Усă курас текенсем пур-ха, анчах вăл лаптăка тасатас тесен чăн-чăн вăрман касмалла. "Эпир ĕçлеме юрăхлă тăватпăр та, уйрăм çынсем кайран хăйсене валли уйăрттараççĕ", теççĕ фермерсем", _ терĕ ял тăрăх пуçлăхĕ В. Ме- фодьев фермерсен шухăшне палăртса. Рудольф Васильевич лайăх çĕрсене ахаль çеç вырттарма юраманни, вĕсемпе тухăçлă усă курмалли пирки тепĕр хут пусарсах каларĕ.

Ишлĕ ял тăрăхне кĕрекен Пăлапуç Нурăсĕнче сухапуç тĕсне маннă уйсене С. Халитова фермер сухалаттарать. Вăлах кунта качака ферми те уçрĕ. В. Краснов фермер Ишлĕ Шетмĕре пикенсех йывăçсем кашласа ларакан хире тирпейлет. 20 гектара яхăн тасатнă.

Район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов качака фермине те кĕрсе курчĕ. Витере хальхи вăхăтра 500 ытла выльăх, вĕсене нумай пулмасть çеç хута янă 40 вырăнлă ятарлă залра сăваççĕ.

_ Оборудованисене Израильтен илсе килнĕ. Ю. Лыскова тата Л. Михайлова дояркăсем унпа хăвăрт ĕçлеме вĕренчĕç. Фермăра пурĕ 11 çын тăрăшать. Пĕр качака вăтамран 1,5 килограмм сĕт антарать, _ тесе пĕлтерчĕ В. Солин тĕп зоотехник.

Малашне йыша тата пысăклатма, выльăха 1000 пуçа çитерме тĕллев лартнă, çавна май халь тепĕр вите тума пуçăннă. Выльăх шучĕ ỹсет, апла пулсан апат та ытларах хатĕрлемелле. Ăна валли çĕр лаптăкĕ пысăкрах кирлĕ. Çакна шута илсе С. Халитова Ишлĕ ял тăрăхĕнчи ытти усă курман çĕрсене те пусă çаврăнăшне кĕртме палăртнине пĕлтерчĕ ял тăрăх пуçлăхĕ Л. Юркина.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429365 Чувашская Республика Батыревский район д.Бахтигильдино,ул.Школьная,д.40
Телефон: 8(83532) 6-50-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика