Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спортра та матур, вĕренỹре те сатур

22 февраля 2017 г.

Хĕр ачасене ытларах чухне черченкĕ те вăйсăр теме хăнăхнă. Ишлĕри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулти 9-мĕш класра вĕренекен И. Смирновăна та курсанах çапла хаклас килет, анчах унăн портфолионе уçсан шухăш-кăмăл улшăнать.

Ирĕклĕ майпа кĕрешсе илнĕ дипломсемпе медальсем унăн çителĕклех. Вăл район шайĕнчи ăмăртура _ 12, регионтинче _ 17, федераци шайĕнче 6 хутчен çĕнтерỹçĕ пулнă. Çитĕнĕвĕсене кура ĕнтĕ Ирина 2014 çулта Мускаври Кремльти Çĕнĕ çул елкине хутшăннă. Çавăн пекех вăл пĕлтĕр Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пултаруллă, пуçаруллă çамрăксене паракан стипендине тивĕçнĕ. 2016 çултах çамрăк хĕр спортри ỹсĕмĕсене кура Раççей Президенчĕ В. Путин талантлă яш-кĕрĕме малалла тата çитĕ- нỹсем тума хавхалантаракан премине илнĕ.

Ирина Люляра çуралса ỹснĕ, спортпа пĕчĕкренех кăсăкланать. Çакă вĕсен йăхранах пырать тесен те йăнăш мар. Хĕр ачан амăшĕ, Елена Смирнова, шкулта ăс пухнă чухне чи вăйлă спортсменкăсенчен пĕри пулнă. Аппăшĕпе тетĕшĕ, Ксенийăпа Алексей, Иринăшăн тĕслĕх вырăнĕнче. Вĕсем те район, республика чысне тĕрлĕ ăмăртура пĕрре мар хỹтĕленĕ.

Пултаруллă пике шкулти обществăлла ĕçсене те хастар хутшăнать. Çавăн пекех пушă вăхăтра тăван чĕлхепе сăвăсем çырать. "Пуçа килнĕ шухăшсем" сăвăсен пуххипе тĕрлĕ конкурса хутшăнса пĕрре мар призлă вырăнсем йышăннă. 2014-2015 вĕренỹ çулĕнче чăваш чĕлхипе тата литературипе иртнĕ олимпиадăра та мала тухнă.

О. БЕЛЬДЕКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429365 Чувашская Республика Батыревский район д.Бахтигильдино,ул.Школьная,д.40
Телефон: 8(83532) 6-50-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика