Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрман сывлăшĕ сиплет, килĕшỹ-хăват кỹртет

15 ноября 2016 г.

 Районта тухса тăракан "Авангард" хаçатăн черетлĕ номерне куç пек кĕтсе илчĕ Ишлĕри З. Григорьева, çавна май хĕрĕпе те курнăçса юлчĕ. Ира почтальонкăра ĕçлет. 30 çул çак тивĕçе пурнăçлать. Ун умĕн Зинаида Харитоновна почтальонка сумккине хăй хул урлă çакнă пулнă. Çавăнпа та кĕтет вăл çĕнĕ хыпарсене. Хĕрĕнчен ял хыпар-хăнарне те пĕлсе юлать. Камăн ача çуралнă, юбилейĕ пулнă... Алла илнĕ хаçата вара пĕр йĕркине сиктермесĕр тенĕ пекех вуласа тухать. Кун-çул уттинчен юлас килмест-çке.

Кухньăри чурече хашакĕ çине район хаçатне пĕр номер хыççăн тепĕрне типтерлĕн хурса пынă. Çăм çиппинчен çыхма пуçланă нускийĕ те, çĕнĕрен çĕлеме пуçăннă сак сарми те юнашарах. Пĕртте ахаль лармасть иккен тăххăрмĕш теçеткене ярса пуснă З. Григорьева.

Алă ĕçĕ тăвассипе вара кинĕ те маçтăр. Мария Андреевна çăмран ăшă свитер çыхма пуçланă. Хĕл умĕн çемьери кашни çын валли кĕске кунчаллă нуски (чешки) хатĕрленĕ. Хутаçĕпех вăл. Ăна ывăлĕ, хĕрĕ, кĕрỹшĕ, мăнукĕ валли, парне памалăх та çыхнă. Пĕринчен тепри лайăхрах. Тĕрĕлесе илемлетнĕ. Тĕрлĕ çиппе усă курнă. Алă ĕçлĕхлĕ те тирпейлĕ çемье пулни тỹрех куç умне курăнчĕ. Ĕне сума çыхса тухакан тутăрĕсем те тĕрĕллĕ кинĕн. Зинаида Харитоновнан качча тухнă чухне турăш умне тата çумне çакнă ал шăллисем паянхи кун та хăйĕн пỹлĕмĕнче вырăн тупнă. Унчченрех чỹрече карринче усă курнă тĕррисенчен минтер пичĕ çĕленĕ.

Хунямăшĕпе кинĕ пĕр сăмахра. Асли çурта килнĕскере хăйĕн хĕрĕ, кĕçĕнни ватта тăван амăшĕ вырăнне хурса хисепленĕрен çапла вăл. Пĕри кăмака умĕнче ĕçленĕ вăхăтра тепри выльăх патĕнче кăштăртатать. Кинĕ ĕне сума тухсан ватти алă ĕç тытать.

Çу каçипех вăрмана çỹреме юратать çемье. Зинаида Харитоновнан палламан йывăç, курăк, кăмпа, çырла çук. Вăрман çимĕçне мĕн чухлĕ хатĕр- ленине шутласа та кăлараймăн. Милĕк те хăйсемех янтăлаççĕ. Утă, вутă укçан парса илесси çук. _

Паянхи пурнăçпа юрласа пурăнма пулать. Сĕчĕ-çăвĕ, аш-какайĕ, çырли-кăмпи, помидорĕ-хăярĕ... пурте сĕтел çинче. Хĕл каçмалăх нỹхреп тулли хатĕрленĕ çимĕçне. Нуши-тертне ача чухне тỹсмен мар ĕнтĕ. 6 ачана анне çурма тăлăх ỹстернĕ. Атте вăрçăра вилнĕ пирĕн. Çимелли пулман. Çие питĕреймен. "Ирсерен тăмассерен кашни ачана чиперех çĕр каçнă-ши тесе речĕпе ыталаса тухаттăмччĕ. Вилесрен хăраттăмччĕ", _ тесе аса илетчĕ анне тăтăшах. Пĕринчен тепри пĕчĕк пулнă эпир. Кĕçĕннине атте курман та,_ куççульне тартса аса илет вăрçă нушине ачаранах ас тивнĕскер.

Ялах качча тухнă Зинаида Харитоновна. Илья Григорьевичпа килĕштерсе пурăннă. Мăшăрĕ колхозра 30 çул комбайн çỹретнĕ. Вăл вырса-çапман хир юлман, паллах. Хĕллехи вăхăтра ферма ĕçне кỹлĕннĕ Илюк тете. Иккĕшĕ те социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи ятсене тивĕçнĕ. Зинаида Харитоновна пайсем илсе ĕçленĕ. Унта ачисене те явăçтарнă.

5 ачана кун çути парнеленĕ Григорьевсем. Вĕсенчен иккĕшĕ яла тĕпленнĕ. Сергей çурт никĕсне тытса пырать. Ира аппăшĕн çемйипе килĕшỹре. Утă, вутă хатĕрлеме кар тăрсах пĕрле тухаççĕ. Пĕрисен çулакан, пухакан, теприсен турттаракан техника пур.

Валя хĕрĕн килсе çỹреме çулĕ инçех мар. Çемйипе Шупашкарта пурăнать. Петя Питĕре, Мира Астрахане выр- наçнă. 10 мăнук З. Григорьеван. Кĕçĕн мăнукĕсемпе те савăнать.

_ Тĕпри София мăнукăм ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухрĕ. Ячĕ те çемçе те, хăй те илĕртỹллĕ. Хĕр çуралсан çунат хушмалла, арçын ачана вара салтака кайма юрăхлă пултăр, теççĕ. Сăкăта качча тухрĕ. Саша та университетра вĕренсе аслă пĕлỹ илнĕ. Çар ретне тăма хатĕрленет, _ мăнукĕсемпе хăпартланса каласа парать асламăшĕ.

Улми йывăççинчен аякка ỹк- мест, теççĕ. Ачисем матур Григорьевсен. Тĕпри ывăлĕ колхозра вăй хунă. Самана улшăннăран ĕçĕ пĕтнĕ. Çуллахи вăхăтра выльăх-чĕрлĕхпе аппаланать. Ĕни _ 4, пăрушĕ _ 1, чĕчĕ пăрушĕ тепре вĕсен. Сыснисем те çителĕклех. Пĕри ерçеймен чухне тепри кĕтĕве тухать. Ватти те кĕтỹç пушшине тытни пĕрре çеç мар.

Çуртра килĕшỹ пулнăран картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Вĕсен ĕрчевлĕхĕ те пĕр-пĕрне ăнланнăранах килет-тĕр.

_ Сывлăхне ỹпкелемест-ха анне. Вăрман сывлăшĕ, экологи тĕлĕшĕнчен таса апат-çимĕç вăй парать-тăр ăна. Мăнукĕсем таранчченех Раççейĕн тĕрлĕ кĕтессине çитме пултарать. Тюмень тăрăхĕнчен икĕ витре кĕтмел çырли татса килме пултарчĕ. Хĕл каçиччен кукăль пĕçермелĕх те пур. Çулленех "Вега" сиплевпе кану çуртне кайма тăрăшать. Астрахань помидорĕсене илсе килсе çитерни те пĕрре мар пулнă, _ тет ватăпа савăнса кинĕ. Ял çинче те сумлă, хисепре Зинаида Харитоновна. Ахальтен суйланман ĕнтĕ вăл икĕ созыв ял тăрăхĕн депутатне.

Сывă пурнăç йĕркине тытса пырасси йăлара Григорьев- сен. Хăйсем тĕреклĕ кил-çурт лартнипе çеç лăпланмаççĕ вĕсем. Ачисене, мăнукĕсене май килнĕ таран хваттер илсе пама тăрăшаççĕ. Тĕпре хăтлăхĕ çителĕклех: пỹлĕм çине пỹлĕм. Пур çĕрте те евроюсав тунă. Сергейăн алли-ури маçтăр. Пушăрах вăхăтсенче Мускава та кайкалать вăл. Хĕллехи вăхăтра вара газооператора кỹлĕнет.

Кинĕн те ĕç вырăнĕ пур. Культура çуртне тирпейлесе тăрать. Тулли мар ставкăпа пулин те хирĕçлемест. Хĕллехи вăрăм каçсенче унта репетицисене те çỹреме вăхăт тупать. М. Кабаева ертсе пыракан "Мерчен" фольклор ансамбльне çỹрет. Вĕсен ушкăнĕ сцена çине хăйĕн пултарулăхĕпе тухса пĕрре мар савăнтарнă. _

Хунямăшĕ кинне, кинĕ хунямăшне хурланине нихăçан та илтмен ял çинче,_ тет кỹршĕ-аршă. Çакă та пурнăçра хавхаланса пурăнма хăват хушать.

А. АСТРАХАНЦЕВА. .

Хунямăш тăприпе кинĕн тăпри пĕр .

Хунямăшĕ епле, кинĕ çапла .

Хунямăшне пăх та, кинне пăх

(Ваттисен сăмахĕсем)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429365 Чувашская Республика Батыревский район д.Бахтигильдино,ул.Школьная,д.40
Телефон: 8(83532) 6-50-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика