Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуртсем çĕкленеççĕ, ялсем çĕнелеççĕ

12 августа 2016 г.

 Районта пурăнакансем çуллен çурт-йĕр ытларах та ытларах тăваççĕ. Пỹрчĕсем те пĕринчен тепри хитререх, юмахри кермен пекех туйăнаççĕ. Çакăнта патшалăх паракан пулăшу витĕмĕ те пысăк.

Ишлĕ ял тăрăхне кĕрекен Пăлапуç Нурăсĕнчи икĕ хутлă капмар çурт таçтанах курăнать. Ялта пĕрре пулать тесен те йăнăш мар. Тултан кăна мар, шалтан та вăл хăтлă. Пĕрремĕш хутра зал, кухня, çăвăнмалли пỹлĕмсем вырнаçнă, иккĕмĕшĕнче вара çывăрма та, ачасем выляма та пултараççĕ. Стенасем çип çапнă пек тикĕс. Обойсене те питĕ тăрăшса çыпăçтарнăран йĕрĕсем те паллă мар. Кун пек çурт пирки ялсенче нумайăшĕ ĕмĕтленет çеç. Алексейпе Светлана Андреевсене вара патшалăх "Пилĕк тата ытларах ачаллă çемьесене çуртпа тивĕçтересси" программăпа килĕшỹллĕн туса парать. Çемьере ултă ача: виçĕ хĕрпе виçĕ ывăл. Андреевсем халиччен пурăннă пĕчĕк йывăç пỹрт çĕннинчен çĕрпе пĕлĕт пекех ăрасна.

_ Майăн 20-мĕшĕнче çак çурта тума пуçларăмăр. Кирпĕчпе хăпартнă чухне 3-4 кун çумăр çурĕ, çавăн чухне çеç кăшт пушăрах тăтăмăр. Унтанпа канса курман. Ĕçе хăвăртрах вĕçлес тетпĕр, _ тет В. Краснов индивидуаллă предприниматель. Шăпах вăл ертсе пыракан строительсен ушкăнĕ кунта тăрăшать. Пĕлтĕр вĕсем Туçари нумай ачаллă Г. Пласкинăна çурт туса панă. Маларах Ульяновкăри Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕн çемйин пурнăç условине лайăхлатнă. Сителти акушерпа фельдшер пунктне çĕнетнĕ. Çавăнпа та стройка ĕçĕнче Вячеслав Олеговича çĕнĕ çын тесе калаймастăн. Унăн çулсемпе пухăннă опычĕ те, стажĕ те çителĕклĕ.

Ишлĕре çуралса ỹснĕ В. Краснов строительсене хатĕрлекен техникумра та, аслă вĕренỹ заведенийĕнче те ăс пухман. Анчах ăна çакă çуртсен проекчĕсене тума та, кирпĕч хума та чăрмантармасть. Тепĕр тесен, хăшĕ-пĕрин вĕренсе тухсан та алли-ури пымасть. Ỹркенмен ăста пулнă тесе ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ. Халь ялта çурт е хуралтă çĕклеççĕ _ укçалла ĕçлеттереççĕ. Иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче ытларах нимелле тăрăшнă. Шăпах ун чухне Вячеслав Олегович строитель профессийĕнчи малтанхи утăмсене тума хăнăхнă. Каярах пĕр вăхăт Мускавра тăрăшнă, унта вăй хуни те уншăн хăйне майлă урок пулнă. Паян та вăл ытти строительсемпе пĕр танах тар тăкать, айккинчен çеç пăхса тăмасть. Ĕçленĕ хушăрах Чăваш патшалăх университечĕн Патăрьелĕнчи филиалĕнче экономиста вĕренет. Елена мăшăрне те стройкăрах курма май пур. Вăл обойсем çыпăçтарать, сăрлать. Сăмах май, Е. Краснова Шупашкарта строительсен техникумĕнче ăс пухнă, çавăнпа та професси вăрттăнлăхĕсене аван пĕлет.

...Шăкăл-шăкăл калаçса кĕчĕç Светлана Андреевăпа ачисем çĕнĕ çурта. Кĕçĕннисем хăвăртрах иккĕмĕш хута хăпарчĕç.

_ Кунта эпир малашне пурăнатпăр, _ терĕ пĕчĕк Ева. Çулне кура мар маттур калаçать вăл. Хĕр ачасемпе арçын ачасем хăйсене валли пỹлĕмсем суйласа хума та ĕлкĕрнĕ, япалисене куçарма строительсем ĕçе вĕçлессе чăтăмсăр кĕтеççĕ. Ăстаçăсем те вĕсене ăнланаççĕ, хăвăртрах объекта хута ярассишĕн тăрăшаççĕ. Çитес кунсенчех çак капмар пỹрт ачасен хавслă та уçă сассисемпе тулĕ.

О. Павлова.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429365 Чувашская Республика Батыревский район д.Бахтигильдино,ул.Школьная,д.40
Телефон: 8(83532) 6-50-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика