Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕнеке вулама вĕрентесчĕ

07 октября 2015 г.

ХХI ĕмĕр телевиденипе компьютер ĕмĕрĕ пулса тăчĕ. Ача-пăча та вулама вĕреничченех экран серепине çакланать. Вĕсен умĕнче ларса мĕн чухлĕ вăхăт сая каять. Асамлă экран тыткăнĕнчен вĕçерĕнме вара питĕ йывăр. Вĕсенчен юхакан информаци ачасен шухăшлавне, пĕтĕмĕшле аталанăвне чарса тăрать. Чылайăшĕн çавна пула чун-чĕрепе кăмăл-сипет уçлă- хĕнче хăйне евĕр пушăлăх çуралать. Çак лару-тăру паллах, пире, аслисене, шухăшлаттарать, пăшăрхантарать.

Вуласа ăса хывнă материал çынна аталанма пулăшать. Франци философĕ Д. Дидро "Çынсем вулама пăрахсан шухăшлама та пăрахаççĕ" тесе ахальтен каламан ĕнтĕ. Чăнах та сахал вулакан çын сĕмсĕртерех, чурăсрах, чунпа чухăнрах, астăвăмĕ начар тата ытти те. Кĕнекене сахал алла илнине пулах ачасем çыру ĕçĕнче те йăнăшсем тăваççĕ. Вĕсем ку е вăл правилăна пĕлмесен те ас туса юлма пултараççĕ-çке. Сăнанă тăрăх ачасем "ç" саспалли вырăнне "щ" çыраççĕ. Çакă компьютер витĕмĕ мар-и?

Вулав вăл кашни çынна аталанмалли пĕр мел. "Вулав _ чи лайăх вĕренỹ", _ тенĕ вырăс çыравçи М. Горький. Ачасене кĕнекене юратма, вулама, вулав культурине хăнăхтарма вĕрентесси кăткăс ĕç. Ăна тĕрĕс йĕркелесе пырсан çеç литература пĕлтерĕшĕ çитĕнекен ăру пурнăçĕнче вырăнлă пулма пултарать. Литература ачан кăмăл-туйăмне хускатма, йĕркелеме, ырăпа усала уйăрма, тĕрĕс шутлама пулăшать. Çавăнпа унпа усă курма вĕрентесси учительсемшĕн те, ашшĕ-амăшĕшĕн те çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăрать.

Вулав пуплевпе шухăшлава та аталантарма пулăшать. Çавăнпа та çакна кĕçĕн классенче тĕпе хумалла. Шăпах çак тапхăрта ачан ăс-хакăлпа кăмăл-сипет пахалăхĕсем, ĕç-хĕл тĕсĕсем никĕсленеççĕ. Кĕнеке вулакан ача ыттисенчен уйрăлса тăратех. Литература хайлавĕсем усала вĕрентмеççĕ-çке. Ку ĕçре ачисене ашшĕ-амăшĕн те тĕслĕх кăтартмалла. Çемье библиотекăпа тачă çыхăну тытмалла. Çапла тума тăрăшаççĕ те Ишлĕри тĕп шкулта. Вулавăшра тĕрлĕ мероприяти йĕркелени (кĕнеке выставки, диспутсем, конкурссем) ачана унта утма хăнăхтарать. Çавна пулах Р. Чернова библиотека системинче литература произведенийĕсем тăрăх республика шайĕнче ирттернĕ фестиваль-конкурсра "Живопись" номинацире виççĕмĕш вырăн йышăнма пултарчĕ. Аллăпа Инна Красновасем, С. Чернов мухтав хучĕсене тивĕçрĕç.

Кĕçĕн классем те библиотекăна хаваспах чупаççĕ. Ку енĕпе Я. Михайлова, А. Бильтяева, М. Анисимована, А. Краснована палăртмалла.

Ачасен вулас туртăмне малашне те ỹстерсех пырасчĕ. Кĕнеке вăл юлташпа пĕрех-çке.

Н. СЕМЕНОВА, вĕрентекен

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429365 Чувашская Республика Батыревский район д.Бахтигильдино,ул.Школьная,д.40
Телефон: 8(83532) 6-50-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика