Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă каçасси çеç мар

19 сентября 2015 г.

 ÇАК кунсенче Пăлапуç Нурăсĕнчи Екатерина Васильевна Филиппова çавра çуралнă кунне _ 90 çулне _ паллă тунă. Хисеплĕ ĕç ветеранне, тыл хастарне юбилей ячĕпе саламлама район администраци пуçлăхĕн çумĕ _ строительство, обществăлла инфраструктура пай пуçлăхĕ Валерий Красновпа социаллă хỹтлĕх пайĕн пуçлăхĕ, районти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Наталия Никитина саламлама çитнĕ, асăнмалăх парнепе савăнтарнă, пĕрлех Раççей Президенчĕн саламлă открыткине вуласа панă. Ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă каçасси çеç мар. Йышлă çемьере çитĕннĕ Кĕтерук аппан ури çине çамрăклах "ĕне пуснă" темелле: мĕн пур ĕçре аслисемпе юнашар пулнă. Çемьеллĕ пулсан мăшăрĕпе, Степан Филипповичпа, ултă ача çитĕнтернĕ. Шел, паян амăшĕ хăйĕнчен маларах виçĕ ывăлĕ ĕмĕрлĕх тĕнчене куçнăшăн çеç питĕ пăшăрханать. Паянхи пурнăçра вара ĕлĕкхипе танлаштарсан, савăнмалла çеç. Екатерина Васильевна калашле, çулĕсем шултăраланса пыни кăна ватă çынна пусарăнтарать.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429365 Чувашская Республика Батыревский район д.Бахтигильдино,ул.Школьная,д.40
Телефон: 8(83532) 6-50-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика