Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Савăнмалăх пур

18 февраля 2015 г.

Ирĕклĕ майпа кĕрешессипе Комсомольски районĕнчи Тимĕрчкассинче "Çĕр улмине мухтав!" çĕр ĕç фирмин ертỹçин А. Капитоновăн парнисене çĕнсе илессишĕн республикăн уçă турнирĕ иртрĕ. Унта пирĕн район спортсменĕсем те хастар хутшăнчĕç. 28 килограмлă виçере пĕрремĕш вырăна М. Зейнетдинов тренер хатĕрлекен Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта вĕренекен Н. Васильев, иккĕмĕшне А. Сахаров тухрĕç. 42 килограмлă виçере Ишлĕри тĕп шкула çỹрекен И. Смирнова пурне те парăнтарма пултарчĕ. Первомайскинчи вăтам шкулти Д. Клементьев çак виçепех пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Унпа А. Клементьев тренер ĕçлет. Çавăн пекех Димăран сахалрах виçепе М. Молочников, И. Михайлов тата Н. Андреев малти вырăнсене йышăнчĕç Çĕнтерỹçĕсем грамотăсене, медальсене, парнесене тивĕç пулчĕç.

А. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429365 Чувашская Республика Батыревский район д.Бахтигильдино,ул.Школьная,д.40
Телефон: 8(83532) 6-50-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика