Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăçта канлĕх тупнă-ши эсĕ, аттеçĕм?

11 февраля 2015 г.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пирĕн салтаксем çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитме шутлă кунсем çеç юлчĕç. Истори пĕлтерĕшлĕ пысăк уяв паянхи кун кашни çемьене савăнăçпа пĕрлех пăлханупа пăшăрхану та илсе килĕ, йывăр аса илỹ саманчĕсене куç умне кăларĕ. Ун валли сăлтавĕ пысăк _ ирсĕр вăрçă хыççăн самай вăхăт иртсен те пирчейми сурансем чылайăшне паян кун та канăç памаççĕ.

Пирĕн атте те эпĕ тăватă çулта чухне тăшмана хирĕç çапăçма вăрçа тухса кайнă. Çавăнпа та мана, вăрçă ачине, çап-çамрăкла кĕтỹ пушшине хул урлă çакма тивнĕ. Таврана шурăмпуç килсе кăштах çутăлсанах выльăх пăхма хире тухнă... Аслисемпе юнашар тырă вырнă, кĕлте тунă...

Ялта пирĕн асаттене Якур Микулĕ тесе чĕннĕ. Пурнăçĕнче унăн чылай хурипе шуррине черетлеме тивнĕ. 1941 çулта ирсĕр тăшман пирĕн çĕр çине сĕмсĕррĕн тапăнса кĕнĕ хыççăн вара хăйĕн тăватă ывăлне те пил парса вăрçа ăсатма тивнĕ. Хĕветĕр тетепе ман аттене _ Петĕре _ вăрçă пуçлансанах салтак атти тăхăнма ят тухнă. Пурнăçĕ пуриншĕн те пĕр пулсан та, шăпа кашнийĕн ăрасна. Хĕветĕрĕн те вăл синкерлĕ çаврăнса тухнă. Каярахпа çеç паттăр салтака Тверь облаçĕнче пытарнă текен хыпар çитнĕ. Пирĕн аттене вара темиçе уйăх вĕрентнĕ хыççăн октябрь уйăхĕнче фронта илсе кайнă. Киле вăл юлашкинчен Серпухов хули çывăхĕнчен хăй сывлăхĕ пирки хыпарласа çыру çырнă. Унпа пĕрле Ульяновск вырăсĕ Георгий Воронов пулнине пĕлтернĕ. Çул çинче вĕсене илсе каякан эшелона нимĕç самолечĕсем бомбăсем пăрахса йăлтах аркатнă, çĕмĕрнĕ... Çак хăрушă тапăнура 50 _ 60 çын çеç сывă юлнă. Ыттисем вара çичĕ ютра выртса юлнă. Вĕсем хушшинче _ манăн атте те. Манăн чи çывăх çыннăма хăш масарта пытарнине пĕлес шутпа эпĕ Подольскри архива та çыру ятăм. Унта та аттем хăш масарта канлĕх тупнине тĕплĕн пĕлтереймерĕç.

Аттепе пĕртăван виççĕмĕш ывăлĕ Александр тете Хура тинĕс флотĕнче пулнă. Хамăр ял чăвашĕ Василий Леонов каланă тăрăх, вăл пĕр çапăçура аманса Хура тинĕсе путнă-мĕн.

Тăваттăмĕш ывăлне, Дмитрие çеç кĕтсе илейнĕ аттепе анне. Виçĕ тĕпренчĕкне вара сĕт çулĕпе кайса çу çулĕпе килме пехил пани те пулăшайман. Сăмах май каласан, пирĕн Ишлĕ ялĕнчен çеç 57 салтак вăрçă хирĕнчен таврăнайман. Вĕсенчен 7 _ 9 салтак çемье çавăрса та ĕлкĕреймен.

Аслă Çĕнтерỹ умĕн Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунă салтаксен ячĕсене ятран асăнасси, вĕсене чыс туса лартнă палăксене тирпейлесе сăн кĕртесси, канлĕхĕшĕн кĕл тăвасси _ пирĕн, чĕррисен таса тивĕçĕ.

И. ЕРОФЕЕВ. Ишлĕ ялĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429365 Чувашская Республика Батыревский район д.Бахтигильдино,ул.Школьная,д.40
Телефон: 8(83532) 6-50-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика