Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăнлантару ĕçне мала хурать

03 декабря 2014 г.

Ытти кирек хăш ялти евĕрех Ишлĕри медицина пункчĕ те нихăçан та çынсăр тăмасть. Ку хутĕнче унта кĕрсе тухакан тата та йышлă пулчĕ. Первомайскинчи çемье врачĕн офисĕнче юн илмелли кун йĕркеленĕрен çак ырă пуçарăва мала хуракансем пуçтарăнчĕç. Унта епле каймăн-ха? Сиплев учрежденийĕсенче юн кирек хăш вăхăтра та кирлĕ-çке. Операци вăхăтĕнче, аварие пула ăна çухатакансем сахал-им?

_ Çуркуннехи донорсен кунне тата та ытларахăн хутшăннăччĕ. Хăш-пĕр çамрăксем ку хутĕнче Мускавра пулни кансĕрлерĕ. Коллективлă ял хуçалăх предприятийĕ юхăннă. Кĕркуннепе хĕлле ялта ĕç çук. Çемйисене тытса тăмалла-çке,_ терĕ ыйту паричченех медицина пункчĕн заведующийĕ В. Краснова. Çак ĕçре иккĕмĕш теçетке çул ĕçлекенскер, ял халăхне пилĕк пỹрнене пĕлнĕ пекех витĕр пĕлет вăл. Хăй те 30 хутчен ытла юн панă. Малалла Валентина Васильевна пĕринче те çакăнтан пăрăнса юлман Л. Владимирова, Е. Ильина, П. Прокопьев, Т. Карзакова, Г. Майстренко, Ю. Зверев ячĕсене асăнчĕ. Çамрăксем те харсăр пулнине палăртрĕ. О. Кутузована, А. Артемьевана ыттисемшĕн тĕслĕх илсе кăтартрĕ. Аленăн амăшĕ Ольга Дмитриевна та юн пама нихăçан та хирĕçлеменнине каларĕ.

Медицина ĕçченĕ ыйтнине епле хирĕçлейĕн-ха. Ун патне пулăшу ыйтма кирек камăн та кайма тивет. Ача ỹстернĕ чухне пушшех те. Çамрăксене шурă халатлисен канашĕ яланах кирлĕ. Çитĕннисене е аслăраххисене вара чир çулăхма пăхать. Юлашки вăхăтра юн пусăмĕ выляни палăракансем йышланчĕç.

Паян та акă йышăнăва шкулта вĕренекен пĕр ача каçнă. Ăшĕ касса ыратни пăшăрхантарать ăна. Медицина ĕçченĕ васкасах амăшĕпе çыхăнчĕ. Вăхăта тăсмасăр район больницине каймаллине пĕлтерчĕ.

_ Яланах çын хушшинче пулма тăрăшатпăр хамăр та,_ тет В. Краснова. Участокри 487 çынран 79-шĕ 18 çул тултарман ачасем кунта. Тыл ветеранĕсем 7ĕн пурăнаççĕ. Чернобыль харсăрĕ те пур. Ĕç ветеранĕсем те 58ăн. Çулталăк тултарайман 3 пепке ỹсет. Ялти ача садне Пăлапуç Нурăсĕнчен, Ульяновкăран, Люляран, Ишлĕрен, Пăлапуç Пашьелĕнчен çỹреççĕ. Вĕсен сывлăхĕпе те интересленсех тăрать Валентина Васильевна. Тумалли прививкăсене вăхăтра пурнăçлать. Шкула çỹрекен ачасене диспансеризаци кăларассипе те тимлет.

Графикпа килĕшỹллĕн медицина пунктне Первомайскинчи врач офисĕнчен, районти тĕп больницăран врачсем те килсе çỹреççĕ. Вăл вăхăта каллех кама вĕсен пулăшăвĕ кирлĕ, çавсене чĕнме тăрăшать В. Краснова. Ку чухне сывлăх сыхлавçипе çыхăну тытма ансат. Кĕсье телефонĕ вĕттин те, ваттин те пур. Çĕрле васкавлă пулăшу чĕнес тесен те медицина ĕçченĕпе малтан канашлаççĕ.

Ял район больницинчен те, Первомайскинчи врач офисĕнчен те аякка вырнаçнă. Çавна май вĕсенче выртсах сипленмелле тенине хирĕçлекенсем те пур. Кашнийĕн килĕнче ачи-пăчи, выльăх-чĕрлĕхĕ пур. Кун пеккисем вырăнти медицина пунктĕнче укола çỹремешкĕн килĕшеççĕ. Сиплев процедурисене вăхăтра пурнăçлаттарма тăрăшать вара чирлисене Валентина Васильевна.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429365 Чувашская Республика Батыревский район д.Бахтигильдино,ул.Школьная,д.40
Телефон: 8(83532) 6-50-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика