Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ылтăн медале тивĕçнĕ

01 ноября 2014 г.

Челябинскра 1997-1998 çулсенче çуралнă хĕр ачасем хушшинчи ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпеĕтĕм Раççейри ăмăрту иртнĕ. Унта Чăваш Республикин чысне Люляра çуралса ỹснĕ, Ишлĕри тата Первомайскинчи шкулсенче вĕреннĕ, спорт мастерĕн кандидатне çитнĕ К. Смирнова хỹтĕленĕ. Инçе çула тухса кайни ахалех пулман.

Ксения 56 килограмлă виçере кавир çине 4 хутчен тухса пурне те парăнтарнă, финалта Пермь хĕр ачипе кĕрешсе ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Çак ăмăртăва пурĕ 23 регион кĕрешỹçисем хутшăннă. Ксения кĕрешес ăсталăха маларах ачасемпе çамрăксен "Паттăр" спорт шкулĕн Первомайскинчи филиалĕнче туптанă. Хальхи вăхăтра вăл Çĕнĕ Шупашкарти ачасемпе çамрăксен олимп резервĕсен училищинче вĕренет, иккĕмĕш çул ĕнтĕ Раççей пĕрлештернĕ командинче тăрать. Юхма Ен хĕрĕ çакнашкал çитĕнỹ туни пирĕн районшăн та, республикăшăн та пысăк чыс.

М. ЗЕЙНЕТДИНОВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429365 Чувашская Республика Батыревский район д.Бахтигильдино,ул.Школьная,д.40
Телефон: 8(83532) 6-50-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика