Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВĂРМАН ЫТАМĕНЧЕ

27 сентября 2014 г.

Николай Михайлович Артемьев аслă вăрман уçланкинче ларакан Ишлĕре çуралса ỹснĕ. Килти çĕр улми пахчи вĕçĕнчех йĕс тĕслĕ хырсем пĕлĕ-телле çĕкленеççĕ. Кайăк сассисем çур çĕрте те лăпланмаççĕ. Кăмпана е çырлана каяс тесен, милĕк чĕлес е кĕреçе аври касас шухăш çуралсан таçта ятарласа пуçтарăнма та кирлĕ мар _ карта алăкне кăна уçмалла. Виç утăмранах йывăç-тĕм ытамне лекетĕн. Ахальтен каламан ĕнтĕ ĕлĕкхи ватăсем "вăрмана кĕрсен тутар пỹртне кĕнĕ пекех теççĕ", тесе. Хăтлă, ăшă унта ялан, ĕçми-çими те хатĕр. Çавăнпах-тăр, 1985 çулта ялти вăтам шкултан ăнăçлă вĕренсе тухсан Коля вăрманçă пулма çирĕп шухăш тытса Йошкар Олари политехника институтне (ĕлĕк-рех ăна "вăрман институчĕ" тетчĕç) çул хывать. 1992 çулта вара (вуз саккинченех тăрса салтака икĕ çуллăха кайса килсе) алла вăрман хуçалăхĕн инженерĕн дипломне илет. Ĕçĕ те хамăр енчех тупăнать тата _ кỹршĕллĕ Пăлапуç Пашьел ялĕнче вырнаçнă лесничествăра вăрман маçтăрне лартаççĕ. Кĕске вăхăтрах çамрăк специалист çивĕч ăсĕпе, хастарлăхĕпе палăрма та ĕлкĕрет. Çав çулах ăна Люля лесничествине вăрман улпучĕн пулăшуçи пулма куçараççĕ. Çĕнĕ ĕç вырăнĕ та ытла инçе мар _ ялтан вунвиçĕ çухрăм кăна. Чăн та, упи каçман çырма леш енчи поселока çитсе килме питĕ хĕн _ çул çук. Çапах та мĕн вăл вăр-вар каччăшăн! Шанăçа тỹрре кăлармалла _ акă мĕн паха. Çапла пулса тухнă та. Кăштахран ăна тепĕр картлашка хăпартса лесничи пулма та çирĕплетеççĕ.

Юлашки чĕрĕк ĕмĕрте вăрман хуçалăх тытăмĕнче пăтравлă улшăнусем çине-çинех. Кашни реструктуризаци штатсене чакарассипе çыхăннă. Николай Михайлович 2003 çултанпа Йĕпреç лесничествин мастерĕ шутланать. Ăна 1299 гектар патшалăх фондне шанса панă. Ун çинчех ĕлĕкхи колхозсен харпăрлăхĕ шутланнă 144 гектар тĕрлĕ çĕрти вăрман тăрăхĕсем те. Ĕлĕк çак лаптăка виçĕ лесник пăхса тăнă. Ун вăрманĕ йĕри-тавра çичĕ ял халăхĕ пурăнать! (Ишлĕ, Пăлапуç Нурăс, Липовка, Малиновка, Ирçе, Çармăс...) Çавăнпа ĕçĕпе яваплăхĕ пысăк. Вăрман вăрри вăрă мар тесе шутлакансем тупăнкаласа тăраççĕ. Пĕтĕм халăх пуянлăхĕ çине сĕлеке юхтарса пăхакансем те пур. Вăрман тăрри тикĕс-мĕн. Акă мĕншĕн мастерăн хуралта сыхă тăмалла. Ку пĕррмĕшĕ тейĕпĕр. Иккĕмĕшĕнчен, вăрмана касма кăна пĕлмелле мар, вăл пирĕн хыççăн килес ăрусем валли юлтăр тесе те тăрăшмалла, кăкланă вырăнсене çĕнĕ хунавсем лартса тăмалла. Çакă та сахал-ха. Кĕреш çитĕниччен ах тур нумай пилĕк авмалла та тар кăлармалла. Çулла тата пушар хăрушлăхĕ пысăк. Çынсем вăрмана йышлăн çỹреççĕ, ăçта çитнĕ çавăнта кăвайт чĕртеççĕ, шỹрпе пĕçереççĕ, шашлăк ăшалаççĕ. Паллах ĕнтĕ, сỹнмен пирус тĕпĕсене пăрахаççĕ. Инкек ура айĕнчех. Мастер сулхăнта тĕлĕрсе кăна пурăнсан, вут-çулăм сиксе тухасси те инçе мар. Çавăнпах Николай Михайловича килте тупма та йывăр. Тăрăшни сая каймасть _ унăн участокĕ лесничествăра тĕслĕхлисен шутĕнче тăрать. Вăрман ĕçченĕсен кунĕ тĕлне хăйне те пысăк чыс çитрĕ _ Канаш районĕнче ирттернĕ уявра ăна республикăри Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Раççей Федерацийĕн Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин Хисеп хутне сумлă лару-тăрура тыттарчĕ. "Чылай çул тата тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн, вăрман пуянлăхĕсене сыхлас тата сарса пырас ĕçре пысăк вăй хунăшăн тата вăрман ĕçченĕсен кунне паллă тунă май", _ тенĕ ватлăхра ĕç ветеранĕ хисеплĕ ята пама хистекен хаклă документра.

Н. ЛАРИОНОВ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429365 Чувашская Республика Батыревский район д.Бахтигильдино,ул.Школьная,д.40
Телефон: 8(83532) 6-50-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика