13 августа 2014 г.
ПĂЛАПУÇ Нурăс ялĕнче арăмне сĕмсĕррĕн пăвса вĕлернĕ 51 çулхи арçынна суд йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн, психиатри больницине ирĕксĕрлесех сипленме янă. Район прокуратуринчен пĕлтернĕ тăрăх, çак синкерлĕ ĕç кăçалхи çуркунне, апрелĕн 13-мĕшĕнче пулса иртнĕ. Хăйĕн килĕнче пуçтах тем сăлтавпа арăмĕпе хирĕçсе кайнă. Хĕрарăм хирĕç тавлашнине кура, арçын çиллине шăнарайман, ăна мăйĕнчен тытнă та... Лешĕ сывлаймасăр çавăнтах вилсе кайнă. Икĕ ывăлĕ вара амăшĕсĕр тăлăха тăрса юлнă.
Тĕрĕслев-тĕпчев тунă хыççăн арçын психика тĕлĕшĕнчен чирли палăрнă. Суд ăна сипленмелли больницăна вырнаçтарма йышăннă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)