Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Савăнăç парнелекен педагог

13 августа 2014 г.

 Ăна курсанах кăмăл çĕкленет, унпа калаçнăçемĕн калаçас килет, унпа калаçсан чунра çăмăл пулса каять. Хăйĕн ырă кăмăлĕпе, çивĕч ăсĕпе, çепĕç сассипе тыткăнлать вăл, хăй патне туртать. Йывăр вăхăтра çынна пулăшма яланах хатĕрскер, нихăçан та сăмах чĕнмесĕр иртмест. Пурне те кирлĕ канаш парать, ĕçпе те, сăмахпа та пулăшать. Унра савăнăç хĕлхемĕ тапса тăрать.

Ăшă сăн-питлĕ, кăмăллă хĕр- арăм мана алăк умĕнче кĕтсе илчĕ, çемçен кулса малалла иртме сĕнчĕ. Тирпейлĕ те хăтлă пỹлĕмре калаçса ларнă май Людмила Алексеевна Владимирова хăйĕн пурнăç çулне аса иле пуçларĕ.

_ Еншик ялĕнче çуралса ỹснĕ эпĕ. Мĕн пĕчĕкрен учитель пулас ĕмĕтпе пурăнтăм. Пĕчĕк чухне касри ачасемпе шкулла выляттăмăр. Эпĕ яланах учительччĕ, _ калаçать Людмила Алексеевна.

Людмила Алексеевна Фуражникова (хĕр чухнехи хушамачĕ) вăтам шкул хыççăн, 1976 çулта, Шупашкара çул тытать. Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне куçăмсăр майпа вĕренме кĕрет. Шăпа ăна çав çулах Ишлĕри вăтам шкула илсе çитерет. Вăл кунта шкул çумĕнчи интернатра воспитательте ĕçлеме пуçлать. Çамрăк пуçа усмасть, часах ачасемпе пĕр чĕлхе тупать, хăй те вĕсемпе пĕрле вĕренет. Икĕ çултан чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме пуçлать. Тăван чĕлхен иксĕлми пуянлăхне ачасене курма вĕрентет. Пултаруллă та хастар педагог пур çĕре те ĕлкĕрет. Ахальтен мар ĕнтĕ унăн вĕренекенĕсем кашни çулах районта иртекен олимпиадăсенче малти вырăнсене йышăнаççĕ, тĕрлĕ шайри конкурссен çĕнтерỹçисем пулаççĕ. Ачасен çитĕнĕвĕсемпе пĕрле учитель-педагог хăй те районти тĕрлĕ конкурса хастар хутшăнать.

Хăйĕн ĕçне тивĕçлипе хаклани кирек кама та савăнтарать, хавхалантарать, малалла ĕç-леме хăват парать. Людмила Алексеевна ĕçне хакласа 2007 çулта "Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ" ят панă. Ĕç ветеранĕ тата нумай-нумай Хисеп хучĕсемпе парнесене илме тивĕçлĕ пулнă.

_ Манăн çитĕнỹсенче шкул коллективĕн, Светлана Витальевна Едифанова ертỹçĕн тỹпи те пысăк. Вĕсем пулăшса, хавхалантарса пымасан пысăк ỹсĕмсем тума çук. Питĕ туслă пирĕн коллектив. Пĕр-пĕрне пулăшса, ăнланса ĕçлетпĕр. Пултаруллă учительсем нумай кунта, пурте тăрăшса ĕçлеççĕ, _ хавхаланса каласа парать Людмила Алексеевна.

Хăйĕн юратнă мăшăрĕпе, Александр Петровичпа, виçĕ хĕр ỹстерсе çитĕнтернĕ. Паянхи кун ачисем пурте çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Виççĕшĕ те аслă пĕлỹ илнĕ: Татьяна Елчĕкри миграци службин начальникĕ, майор. Надежда Шупашкарта суд приставĕнче ĕçлет. Алиса çемйипе Мускавра пурăнать, "Спортмастер" пĕрлешỹре операторта тăрăшать.

Хальхи вăхăтра педагогика ветеранĕ мăшăрĕпе çеç пурăнать. Нумаях пулмасть вăл хăйĕн 55 çулхи юбилейне паллă турĕ. Чылай ăшă салам илчĕ Людмила Алексеевна уяв кунĕнче. "Юратнă ĕç, çумра çывăх юлташсем, савнă мăшăр, яланах пулăшма хатĕр атте-анне, чĕвĕл-чĕвĕл чĕвĕлтетекен мăнуксемпе хĕрсем пурри чуна савăнтарать, малалла пурăнма хавхалантарать. Сывлăх çеç пултăр", _ чунне уçать педагог.

О. ХРАМОВА, ЧПУ студентки

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429365 Чувашская Республика Батыревский район д.Бахтигильдино,ул.Школьная,д.40
Телефон: 8(83532) 6-50-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика