31 мая 2014 г.
Ишлĕ çамрăкĕсен пĕр ушкăнĕ пĕрле пухăнса калаçрĕ те ĕçе пикенчĕ. Çимĕк çитет-çке. Вилнĕ тăванăмăрсене асăнма çак кун хуларан, ытти çĕртен йышлăн килеççĕ. Пăла юхан шывĕ урлă хывнă йывăç каçă вара çĕрĕшнĕ. Епле каçарăн-ха унтан килен-каяна? Çĕнĕрен тăвас, тимĕрпе улăштарас терĕç. Вячеславпа Владимир Красновсем, Павел Прокопьев, Николай Андреев тата Геннадий Акимов ăна çĕнетрĕç те. Ырă туни манăçмасть. Çакна ял халăхĕ чылайччен асран кăлармĕ.
И. ЕРОФЕЕВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)