Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хул-çурăма ачаран тĕреклетмелле

14 мая 2014 г.

 _ Сывă пурнăç йĕрки-шĕн мĕнле акци çеç пымасть-ши халь! Унта Иш-лĕри пĕтĕмĕшле пĕлỹ илекен тĕп шкулта вĕренекенсем пурне те хутшăнма тăрăшаççĕ,_ тет Н. Казеева вĕрентекен. Унтан Наталия Викторовна йĕркипе туса пыракан ĕçсемпе паллаштарма пуçларĕ. Чылайăшне шкул дирекцийĕн хушăвĕпе ирттереççĕ. Ытларах класс сехечĕсем йăлара. Улттăмĕшсем, акă, сывлăх пултăр тесен, мĕнле пурăнмаллине тишкернĕ, ăна хавшатакан пулăмсене палăртнă. Наркомани, пирус туртни, эрех-сăрапа туслă пулни пысăк сиен кỹнине ĕненмелле каласа панă, вĕсем пурнăçра ытлашши пулнине çирĕплетнĕ, кроссвордсен тупсăмне тупнă. Кунта Иннăпа Алла Красновасем, И. Смирнова палăрнă.

Вăрмана уçăлма кайни те сывлăха лайăхлатма пулăшнине каланă. Мĕн чухлĕ сиплĕ эмел курăкĕ ỹсет тата унта. Çын сывлăхĕшĕн чĕр-чунсемпе вĕçен кайăксем те усăллă. Вĕлле хуртне е сурăх, йытă çăмĕпе алса-нуски çыхнинех илер.

Усăллă апат-çимĕç карçинккине пĕлни те интереслĕ-мĕн.

Биологи учительници Л. Чернышева каллех интереслĕ темăпа калаçусем пуçарнă. Ỹт-тир _ сывлăх тĕкĕрĕ, теççĕ-çке. Мĕнле писевсемпе усă курма юрать-ха апла пулсан.

"Ир те ташă, апатра та хускану, каçхине те кирлĕ çакă, пулĕ çирĕп сывлăху" девизпа пурăнаççĕ тăххăрмĕшсем. А. Кутузов, А. Анисимова, Алинапа Ирина Семеновасем _ мероприятисенче пуçарулăх кăтартакансем. Çиччĕмĕшĕнчи Марияпа Дария Артемьевасем сывă пурнăç йĕркине çирĕплетекен презентацисем хатĕрлеме ỹркенмеççĕ. Жаннăпа Анжела Максимовасем сăвăсем рифмăласа хусканусем тутарма ăста.

_ Сывлăх тĕнчи тăрăх эпир те çул çỹреве тухрăмăр,_ калаçăва хутшăнать 2 класс ертỹçи А. Васильева. Тĕрлĕ чарăнура пулнă ачасем. Сывлăх никĕсĕ тасалăх пулнине палăртнă. Сывă çын çунатлă та иккен. Ун пек чухне юрлас, ташлас, пурăнас, савăнас килет. Сывлăха укçалла илме май çуккине пĕлнĕ çитĕнекен ăру. А. Краснова, Е. Демидова, К. Смирнов калаçăва уççăн хутшăннă.

Пĕрремĕшсем вара шыв çын пурнăçĕнче мĕнле вырăн йышăннине тишкернĕ. Унпа çыхăннă сăмахсене тупнă. "Сывлăх пулсан пурте пулĕ сан" конкурс интереслĕ иртнĕ. Тухтăр сĕнĕвĕсене аса илнĕ кунта. Кашни ача спортсменсен хусканăвĕсене туса кăтартнă.

Сывлăх сăмахри саспаллисемпе ăна çирĕплетекен сăмах кам нумайрах тупнине палăртнă. Спорт вăййисенче усă куракан ĕç хатĕрĕсене тупни те ăс-тăна аталантарма пулăшнă.

Спортпа туслă çын сывлăхлă пулни те паллă. 8 класри К. Карзаковпа А. Кутузов шкул чысне районти, республикăри ăмăртусенче те хỹтĕлеççĕ. Алексей Çĕнĕ Шупашкартан çăмăл атлетикăпа чупса пĕрремĕш вырăн илсе килчĕ.

Ырăлăх эрни тирпей-илеме хăнăхтарать. Çак вăхăтра кашни ача умĕсене тасатма хутшăнать. А. Прокопьевпа А. Михайлов вара Колхозная урамра пурăнакан ваттисене пулăшма та ỹркенмеççĕ. Тăкăрлăкри çỹп-çапа тасатма хутшăнчĕç вĕсем.

Сывлăх çăл куçĕ апат-çимĕçре пулнине те пĕлеççĕ ачасем. Килти хуçалăхра çитĕнтерекен çĕр улминче, кишĕрте, суханра, помидорта, купăстара, ыттинче кашнийĕнчех витаминсем пур. Вĕсем шкул çумĕнчи çĕр лаптăкĕнче те ỹсеççĕ. Калчисене кунтах çитĕнтереççĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429365 Чувашская Республика Батыревский район д.Бахтигильдино,ул.Школьная,д.40
Телефон: 8(83532) 6-50-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика