19 марта 2014 г.
Ишлĕ ял тăрăхне кĕрекен ялсенче граждансен пухăвĕсем иртнĕ. Администраци пуçлăхĕ Л. Юркина вырăнти влаç органĕ иртнĕ çул халăхшăн пурнăçланă ĕç-хĕлпе паллаштарнă, ĕçре пулăшса пыракан уйрăм хастарсене палăртса хăварнă, Культура çулталăкĕнче пурнăçламалли тĕллевсене çивĕчлетнĕ. Пухусене райшалĕçпайĕн участокри уполномоченнăйсен начальникĕ З. Камалетдинов, районти пушар надзорĕн дознавателĕ В. Давыдов, вырăнти участковăй В. Никитин хутшăннă, хăйсен енĕпе ыйтусем çĕкленĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)