Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » РАççЕЙРЕ _ ВИççĕМĕШ

18 декабря 2013 г.

Спортпа пиçĕхни хĕр ачасемшĕн те арçын ачасемшĕн те усăллă. Çакă вара пурнăç çулне те уçса пыма май парать. Сăмахăма Люляри Ксения Смирнова çинчен пуçарас килет. Хĕр ача çак кунсенче Çĕнĕ Шупашкарти спорткомплексăн манежĕнче 1998-1999 çулсенче çуралнисем хушшинче çулталăкра пĕр хутчен пулса иртекен Пĕтĕм Раççейре мала тухассишĕн пуçарнă ăмăртăва хутшăннă. Унта 43 регион спортсменĕ килнĕ. Чăваш Республикин чысне тăххăрмĕш класра вĕренекен Ксения та хỹтĕленĕ. 240 çын хушшинче вăл çухалса кайман. Хăйĕн пултарулăхне чăннипех те кăтартнă. Çурма финалта 52 килограмлă виçере Красноярск хĕр ачине çĕнтерсе Раççейĕпе виççĕмĕш вырăна тухма пултарнă.

Çакăнта хĕр ача спорт мастерĕн кандидачĕн нормине те тултарнă. Çĕнтерỹçе диплом, медаль тата хаклă парне парса чысланă. К. Смирнова малашне те район, республика чысне çỹлелле çĕклессе шанас килет.

М. ЗЕЙНЕТДИНОВ, тренер

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429365 Чувашская Республика Батыревский район д.Бахтигильдино,ул.Школьная,д.40
Телефон: 8(83532) 6-50-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика