Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алексей пурне те парăнтарать

11 декабря 2013 г.

Арзамас хулинче 1994-1996 çулсенче çуралнă арçын ачасем хушшинче Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен турнирĕ иртрĕ. Унта Чăваш Республикин чысне Люляра çуралса ỹснĕ, Аслă Арапуçĕнчи вăтам шкулта вĕреннĕ Алексей Смирнов та хỹтĕлерĕ. 60 килограмлă виçере вăл пурне те парăнтарса пырса финала çĕнтерỹпе вĕçлерĕ, пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Ăна ылтăн медаль, грамота тата 5 пин тенкĕ укçа парса чысларĕç.

Кăçалхи вĕренỹ çулĕнчен Алексее пултарулăхне кура Çĕнĕ Шупашкарти олимп резервĕсен училищине куçарчĕç. Темиçе хут Раççей ăмăртăвĕсенче çĕнтернĕ Ксения йăмăкĕ те пиччĕшĕпе пĕрлех кунта хăйĕн ăсталăхне ỹстерет. Сăмах май çакна та каламалла: Смирновсен çемйинчи 5 ачи те ирĕклĕ майпа кĕрешессине суйласа илнĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕн М. Зейнетдиновăн ĕçĕ сая каймасть.

Алексей кăçал ирĕклĕ майпа кĕрешсе спорт мастерĕн кандидачĕн нормине тултарчĕ. Эппин, ăна малашне те ăнăçусем сунар.

А. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429365 Чувашская Республика Батыревский район д.Бахтигильдино,ул.Школьная,д.40
Телефон: 8(83532) 6-50-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика