30 ноября 2013 г.
КĂÇАЛХИ июнте Люляра пĕр пуçтах арçын электроплитапа усă курнă чухне асăрханманнине пула харăсах виçĕ çурт çунса кĕлленнĕччĕ. Вут-çулăмпа кĕрешекенсем çиллĕ çанталăкра урса кайнă "хĕрлĕ автана" аран чарнă.
Халĕ каллех ку яла çакнашкал инкекех йăтăнса аннă. Ытлари кун шурăмпуç киличчен Смирновсен хуçалăхĕнчен тĕтĕм-сĕрĕм йăсăрланма пуçланă. Каярахпа вара вут алли мĕн пур хуралтăсене ярса илнĕ. Пушар кĕске хушăрах кил-тĕреше кĕл купине çавăрнă. Районти пушар надзорĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, пăтăрмахăн сăлтавĕ _ юсавсăр электропроводка.
Умра шартлама сивĕ кунсем. Çавăнпа та район çыннисене вут-кăвартан питĕ сыхă пулмаллине, кăмакасемпе электропăралуксене йĕркене кĕртмеллине тепĕр хут аса илтеретпĕр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)