Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çырла эрехĕ

11 сентября 2013 г.

 Кăçал виноград ăнса пулчĕ. Çавăнтан эрех тума вĕрентеймĕр-ши? Пирĕн "Изабелла" текен сорт.

В. Козлова, Пăлапуç Нурăс ялĕ.

Пĕрремĕш меслет:

10 кг виноград, 2,5-3 кг сахăр.

1. Винограда лайăх суйламалла, симĕссипе çĕрĕкки ан лектĕр. Шывпа çумалла мар (!), çусан вăл йỹçмест.

2. Эмаль витрене çырлана пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн ярса алăпа е çĕр улми тỹмеллипе сĕткенĕ тухиччен лайăх нимĕрмелле.

3. Унтан савăта марльăпа витсе 4-5 кунлăха йỹçĕхме ăшă вырăна лартмалла. Кунне икĕ хутчен йывăç кашăкпа пăтратса илмелле.

4. Виноград нимĕрĕ (мезга) çỹлелле хăпарсан сĕткенне сăрăхтарма дуршлага ямалла, юлашкине марля витĕр пăчăртаса кăлармалла.

5. Виноградăн таса сĕткенне виçĕ литрлă банкăсене çурри таран ямалла, сахăр песукĕ хушса пăтратмалла.

6. Банка мăйне медицина перчетки тăхăнтартса резинкăпа лайăх çыхмалла, пỹрнисене темиçе вырăнтан йĕппе шăтармалла.

7. Эрехе йỹçсе çитме 2-3 эрне пỹлĕмре лартмалла. Çак вăхăтра перчеткене сăнаса тăмалла: малтан вăл вĕрсе хăпартнă пек пулса каять, кайран сỹнет _ апла эрех хатĕр.

8. Çĕпре банка тĕпне ларса эрехĕ çуталсан, "лăкăртатма" пăрахсан ăна асăрханса таса бутылкăсене сĕрмелле, пăкăламалла.

9. Çырла эрехне уйăхлăха сулхăн çĕре лартмалла, çак хушăра ăна виçĕ хутчен таса кĕленчесене куçармалла. Кашнинчех тĕпне юлнине хăвармалла.

10. Çакăн хыççăн эрехе тепĕр уйăх сивĕ çĕрте лартмалла, унтан тутанма та юрать.

6 литра яхăн эрех пулĕ.

Иккĕмĕш меслет:

3 литрлă банка пуçне _ 2 кг виноград, 0,7 кг сахăр, 1 стакан шыв (10 литрлă кĕленче савăт пуçне _ 6 кг виноград, 2,1 кг сахăр, 3 стакан шыв).

Винограда тỹмелле, сахăрпа шывпа хутăштармалла. Савăта ямалла, мăйне перчетке (гидрозатвор) тăхăнтартса 30-35 кунлăха ăшă вырăна йỹçĕтме лартмалла. Йỹçсе çитсен шĕвеке марльăпа мамăк витĕр сăрăхтарса бутылкăсене тултармалла.

Виççĕмĕш меслет:

5 кг виноград, 3 кг сахăр, 12 литр шыв. Винограда нимĕрлемелле, сахăр хушса пĕр эрне лартмалла. Унтан шыв хушса пĕр уйăх тытмалла. Çакăн хыççăн çырла эрехне сăрăхтарса кĕленчесене ямалла.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429365 Чувашская Республика Батыревский район д.Бахтигильдино,ул.Школьная,д.40
Телефон: 8(83532) 6-50-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика