Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Анлă тавра курăмлă ăсчах

07 сентября 2013 г.

Петр Владимирович Денисов 1928 çулхи çурла уйăхĕнче Ишлĕ ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. 1944 çулта шкултан вĕренсе тухсан вăрçă вăхăтĕнчи йывăрлăха пăхмасăрах Хусана вĕренме кайнă. Унти архивсемпе вулавăшсен вулав залĕсенче вăл çĕннине сахал мар пĕлнĕ. Ашшĕпе амăшĕ ачисене мĕн пĕчĕкрен вĕренме хăнăхтарса ỹстернĕ _ Денисовсен 7 ачи те аслă пĕлỹ илнĕ.

Анлă тавра курăмлă, сăпайлă студента преподавательсем те асăрханă. Пулас ăсчахăн пурнăçĕнче Атăлпа Урал тăрăхĕнчи халăхсен этнографине тĕпченĕ Н.И. Воробьев профессор пысăк вырăн йышăннă. Уншăн вăл нумай çула ăслăлăх ертỹçи çеç мар, аслă юлташ, вĕрентекен, воспитатель пулнă. Денисов тăван чăваш халăхĕн историйĕпе этнографине тĕпчессине хăйĕн тĕп ĕçĕ вырăнне хунă.

Университетран вĕренсе тухсан пултаруллă çамрăк специалиста СССР Ăслăлăх академийĕн Хусанти филиалĕн Чĕлхепе литература тата истори институчĕ çумĕнчи аспирантурăна янă. П.В. Денисов чăваш истори ăслăлăхĕн патриархне, çав çулсенче Хусанта пурăннă Н.В. Никольские çывăх пĕлнĕ. Паллă ăсчахпа, общество деятелĕпе хутшăнни уншăн иккĕмĕш университет пекех пулнă. Аспирантурăра ăслăлăх тĕпчевĕсен теори никĕсĕсене тишкернĕ, диссертаци çырнă, этнографи экспедицийĕсене хутшăннă. Н. Никольский сĕннипе диссертаци темине чăваш халăх тĕнĕпе çыхăнтарнă.

1952 çулта П.В. Денисов Чăваш Ене таврăннă. Кунти ăслăлăх центрĕсене квалификациллĕ тĕпчевçĕсем кирлĕ пулнă. 4 çул вăл _ Чăваш АССР Министрсен Канашĕ çумĕнчи Чĕлхе, литература тата истори ăслăлăх тĕпчев институчĕн ăслăлăх сотрудникĕ, 5 çул Чăваш кĕнеке издательствин аслă редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. "Религиозные верования чуваш" тĕпчевĕ _ çамрăк ăсчахăн нумай çулхи ĕçĕн çимĕçĕ. Унта чăвашсен тĕнĕ мĕн авалтан пуçласа ХХ ĕмĕр пуçламăшĕччен аталанса пынине тĕпченĕ.

1962 çулта кандидат диссертацине хỹтĕленĕ хыççăн П.В. Денисов И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне ăслăлăхпа педагогика ĕçне куçнă.

1967 çулччен _ истори кафедрин аслă преподавателĕ, доктор. Чăваш патшалăх университетне уçнă хыççăн унăн малашнехи ĕçĕ-хĕлĕ республикăн тĕп аслă шкулĕнче иртнĕ.

1973 çулта П. Денисов доктор диссертацине ("Чăваш халăхĕн тĕнĕ тата атеизм") хỹтĕленĕ, профессор пулса тăнă.

1973-1988 çулсенче СССР историйĕн кафедрине ертсе пынă.

1990 çултанпа _ археологи, этнографии тата регион историйĕн кафедрин заведующийĕ.

1992 çулта ăсчаха Чăваш республикин Ăслăлăх академийĕн (1995 çултанпа _ Чăваш Республикин Наци ăслăлăх тата искусствăсен академийĕ) чăн членне суйланă.

П.В. Денисов профессор аслă шкулсенче 40 çул ытла ĕçленĕ. Вăл пуçарнипе Чăваш Ен халăхĕсен этнографийĕн музейне йĕркеленĕ. Йĕпреç поселокĕнче уçă тỹпе айĕнче этнографи музейĕ уçма та сахал мар пулăшнă.

П.В. Денисов 120 ытла ăслăлăх ĕçĕ, çав шутра 11 монографи, историпе этнографи темисемпе хаçатсенче вун-вун статья пичетленĕ, чăваш халăхĕн историпе этнографи ыйтăвĕсемпе 50 ытла ăслăлăх монографийĕ, учебниксем, тематика сборникĕсем редакциленĕ. Пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсене этногенеза, чăваш тĕнне, атеизмне, культура историне, этнографине, Н.Я. Бичуринăн, Н.М. Охотниовăн тата ыттисен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне тĕпчессине халалланă.

1977 çулта "Никита Яковлевич Бичурин" кĕнеке пичетлесе кăларнă. 1998 çулта "Слово о монахе Иакинфе Бичурине" кĕнеке кăларакансен пĕрлĕхĕн (Санкт-Петербург) конкурсĕн лауреачĕ пулнă.

Петр Владимирович чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕн _ "Хыпарăн" (1906-1907 ç. ç.) материалĕсене тĕпчени ăслăлăх тĕлĕшĕнчен пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чăваш халăхĕн пурлăхпа ăс-хакăл культурин ыйтăвĕсене П. Денисов "Советская этнография" журналта, Мускавра тухнă "Очерки общей этнографии. Европейская часть", "Народы Поволжья и Приуралья" кĕнекесенче çутатнă. Ăсчах Пĕтĕм тĕнчери, Пĕтĕм Союзри, регионсенчи ăслăлăх конференцийĕсене хутшăннă. Вăл чăваш тата пăлхар ăсчахĕсен хушшинчи пултарулăх çыхăнăвĕсене çирĕплетме хăйĕн тỹпине хывнă. Унăн ĕçĕсене çĕр-шыври тата чикĕ леш енчи ăслăлăх общественноçĕ лайăх пĕлет. П.В. Денисов ăслăлăхпа педагогика кадрĕсем хатĕрлес ĕçе хутшăннă.

Вăл ертсе пынипе 16-ăн _ кандидат, 6-ăн доктор диссертацийĕсене хỹтĕленĕ.

Ăсчахăн ăслăлăхпа педагогикăри ĕç-хĕлне Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн, КПСС Чăваш обкомĕн, КПСС Аслă вĕренỹ министерствин Хисеп грамотисемпе, медальсемпе палăртнă. Вăл _ Чăваш Республикин ăслăлăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ĕç ветеранĕ. Мăшăрĕпе Розалия Тарасовнăпа Денисовсем икĕ хĕр пăхса ỹстернĕ. Вĕсем те ашшĕ пекех ăслăлăх çул- йĕрне суйласа илнĕ. Иерусалим университетĕнчи тĕп этнографа Наталья Петровна Зильберга тата Нью-Йорк университетĕнче ĕçлекен Олеся Петровна Вовинăна паян историпе этнографи ăслăлăхĕнче лайăх пĕлеççĕ.

Петр Владимировичăн хăш-пĕр мăнукĕ ăслăлăхпа кăсăкланать. П. Денисовăн хĕрĕсем ашшĕ-амăшĕ патне час-часах килеççĕ, Чăваш Енри ăсчахсемпе çыхăну тытаççĕ. Çамрăк мар пулин те Петр Владимирович ăслăлăхпа общество ĕçне хастар хутшăнать. Хальхи вăхăтра Н.Я. Бичурин çинчен черетлĕ кĕнеке кăларма хатĕрленет.

Л. ТАЙМАСОВ, профессор

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429365 Чувашская Республика Батыревский район д.Бахтигильдино,ул.Школьная,д.40
Телефон: 8(83532) 6-50-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика