28 августа 2013 г.
Паян ялта пурăнакансемшĕн сĕт - тупăш çăл куçĕ вырăнĕнче. Час-часах ăна шурă "ылтăн" тесе каланине те илтме пулать. Алă-ура çавăрса пырас текенсен хушшинче 2-3 е ытларах ĕне тытакансем те нумай. Кăçал паха шĕвекĕн сумĕ те хĕллехинчен ытлашши чакмарĕ. Хальхи вăхăтра ăна чи хаклă хакпа - пĕр килограмне 14 тенкĕпе- Пăлапуç Пашьел, Ишлĕ, Первомайски ял тăрăхĕсенче пухаççĕ. Патăрьел, Çĕнĕ Ахпỹрт, Нăрваш Шăхаль, Сăкăт поселенийĕсенче кăшт йỹнĕрех: 13 тенкĕ те 50 пус. Пикшик, Аслă Чемен, Шăхач, Турхан, Туçа, Çĕньял таврашĕсенче пурăнакансем 13 тенкĕпе сутаççĕ. Алманчăра, Ыхра Çырминче, Кзыл Чишмара, Тутар Сăкăтĕнче предпринимательсем 12 тенкĕпе туянаççĕ. Тăрăн ял тăрăхĕнче вăл 50 пус хаклăрах. Шăнкăртамра сĕт 11 тенкĕ çеç тăрать.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)