10 августа 2013 г.
ВЫРĂНСЕНЧИ урамсене тирпейлесе йĕркене кĕртес, организаци-предприяти, уйрăм хуçалăхсем умне хăтлăх кỹрес, йывăç-тĕм, çеçкесем лартса капăрлатас тĕллевпе йĕркеленĕ конкурса Ишлĕ ял тăрăхĕнче пĕтĕмлетме ĕлкĕрнĕ.
Мĕн пур енсене шута илсе комисси чи кăтартуллă ял шутне Ишле палăртса хăварнă. Крепков урамĕпе "Хĕрлĕ палан" ача сачĕ те - конкурс çĕнтерỹçисемех.
Тирпей-илем тĕлĕшпе йĕркелекен çакнашкал тупăшăва çулсеренех ирттернин усси пурах. Уйрăм çемьесен пуçарулăхĕпе хастарлăхĕ, чечек кăшăлĕсем йĕркелес ăсталăхĕ ỹссех пырать. Çавăнпа та чи тирпейлĕ те кăтартуллă хуçалăхсене суйласа илме те çăмăлах пулман. Поселенипе вара вун тăватă çемье "Чи кăтартуллă хушма хуçалăх-2013" хисеплĕ ята тивĕçнĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)