Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Печек ялсене-пысак тимлех

10 августа 2013 г.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ центртан аякра вырнаçнă пĕчĕк ялсенче пурăнакансен пурнăç условийĕсемпе кăсăкланас, вĕсен кулленхи ыйтă- вĕсене шута илес тĕллевпе тăтăшах граждансемпе куçа-куçăн калаçассине йĕркелет. Çак кунсенче Николай Глухов Ишлĕ поселенине кĕрекен Ульяновка, Ишлĕ, Пăлапуç Нурăс ялĕсенчи çынсемпе тĕл пулнă, халăхăн социаллă пурнăçĕпе, вырăнти бюджетпа, патшалăх паракан çăмăллăхсемпе çыхăннă ыйтусене сỹтсе явнă.

Ишлĕ ял тăрăхне кĕрекен тăватă ялта 460 хуçалăх шутланать, 1114 çын пурăнать. Унăн территорийĕ 12226 гектар. 79 проценчĕ - вăрман фончĕ, 15 проценчĕ ял хуçалăх тĕллевĕпе усă курăнать, тăваттăшĕ ял халăхĕн. Икĕ проценчĕ ытти çĕрсем. Кăçал Ишлĕ ял тăрăхне район хыснинчен бюджет учрежденийĕсен тивĕçĕсене пурнăçлама 7840,7 пин тенĕ укçа уйăрнă, вăл шутра: Ишлĕри вăтам шкул валли - 5744 пин тенкĕ, Ишлĕри ясли-сад валли- 2096,7 пин.

Асăннă поселенинче кулленех шанчăклăн ĕçе утма ял хуçалăх предприятийĕсем çук. Çĕр ĕçченĕ ытларах килти хушма хуçалăха аталантарма тăрăшать.

Çак тĕллевпе чылайăшĕ çăмăллатнă кредитпа усă курать. "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕ ялта сарăлма пуçланăранпа 215 çемье банксенчен меллĕ условипе кивçен укçа илсе усă курнă. Ытларах выльăх-чĕрлĕх витисем тума е ăна туянма, техникăна çĕнетме янă. Çак тăрăх выльăх-чĕрлĕхрен продукци туса илессипе ăнăçлă ĕçлет. Кăçалхи çур çулта мĕн пур йышши хуçалăхсенче 40 тонна аш-какай е иртнĕ çулхипе танлаштарсан 112 процент (районĕпе - 103 процент), 627 тонна сĕт е 107 процент (районĕпе - 101) туса илнĕ. Паян та кунсерен вăтамран (килограмĕ 13 тенкĕ) икĕ тонна ытла сĕт ăсанать. Çĕр ĕçченĕ йывăрлăха пăхмасăр мăйракаллă шултра выльăх йышне те ỹстерме тăрăшать. Чылай çемьешĕн вăл- тупăш çăл куçĕ. Сурăх усракансем те йышлă.

Яллă вырăнта пĕчĕк бизнеса аталантарасси те начар мар йĕркеленнĕ. Ку тĕлĕшпе те патшалăх алă тăсса панипе усă куракансем пур. Иртнĕ çул, сăмахран, В. Юркин фермер ăратлă сурăх ĕрчетме грант çĕнсе илнĕ. Кăçал вара çакнашкал çăмăллăхпа В. Кутузов та усă курма тивĕçрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов тĕл пулура ку тĕлĕшпе районти пĕчĕк ялсем правительство паракан çăмăллăхсемпе хастар хутшăннине палăртса хăварчĕ.

Ку чухне пилĕк тата ытларах ачаллă çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтереççĕ. Кунта та Ишлĕсем - кăтартуллисен шутĕнче: Люляри Смирновсем, Ишлĕри Черновсем паян хăтлă çуртсенче пурăнаççĕ. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе килĕшỹллĕн ветерансене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтермелли программăна хутшăнса пилĕк вăрçă участникĕн ыйтăвне тивĕçтернĕ.

Ял малашлăхĕ, ырă пуласлăхĕ, унăн сăн-сăпачĕ вырăнти влаç халăхпа мĕнле çыхăну тытса ĕçленинчен, хастарлăхĕнчен чылай килет. Ишлĕ ял тăрăхне темиçе çул каяллах асфальт çул çитнĕ, социаллă пурнăçпа культура объекчĕсем те çĕнелсех пыраççĕ.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429365 Чувашская Республика Батыревский район д.Бахтигильдино,ул.Школьная,д.40
Телефон: 8(83532) 6-50-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика