03 августа 2013 г.
Аслă Пăла шывĕ тăрăх ỹсекен йывăçсем çинче тул çутăлнă вăхăтра шăпчăксем пĕр-пĕринпе ăмăртса юрланине итлеме лайăх. Çакăн чухне 400 çул пурăнакан ялăн малашлăхĕ пуррине туйса илетĕн.
Чи малтанах куçса килсе никĕсленнĕ Ишлĕпе Шетмĕн йывăрлăхсем нумай пулнă. Пĕрчĕллĕ тырăсем кашни çулах тухăçĕпе савăнтарман. Ялсем аслă пыллăхра вырнаçнă пирки пурăнакан çынсем ытларах вăрман çине таяннă. Çавăнпа та ăна вĕсем "илемлĕхпе пурлăх кĕлечĕ" тенĕ.
Хăшĕ-пĕрисем çăка йывăçĕсене касса хупписене шыва хутса мунчала тунă, сутнă, алă çавăрса яма пултарнă. Мунчала - вăл чăпта çапма (тĕртме) чи кирлĕ чĕр-тавар.
Теприсем вăрманта тикĕт юхтаракан хатĕрсем ăсталанă. Хальхи вăхăтра вăрманта темиçе ĕмĕр каялла усă курнă вырăнсем чиперех упранса юлнă. Акă, вĕсенчен пĕри, иртнĕ ĕмĕрĕн 1945 çулсенчен пуçласа ĕçленĕ тикĕт юхтаракан (пĕчĕк завод) лапамĕ халĕ те паллă.
Люля çулĕпе Ишлĕ ялĕ çумĕнчен вăрмана кĕрсе каятăн, ултă-çичĕ çухрăмран Тарăн çырма текен вырăна çитетĕн.Çакăнти прачакпа кăнтăралла пĕр çухрăма яхăн утатăн та тикĕт юхтаракан кăсăклă вырăна пырса тухатăн. Çак пĕчĕк заводра Алексей Артемьев, Василий Скоблев, Андрей Николаев ĕçленине питĕ лайăх ас тăватăп. Вĕсем кунта хыр йывăçĕн сухăрлă тункатисене кăкласа пысăк тимĕр хурана тултарнă. Виттине витсе сывлăш кĕмелле мар хупнă. Хуран айне вутă чĕртсе çунтарнă. Хуран патĕнчен çĕр айĕпе йывăçран тунă пăрăх çырма хĕрне тухнă. Ун тăрăх малтан скипидар, унтан тикĕт юхса тухнă. Тикĕчĕ пĕтсен, тымарсем тултарнă хурана сивĕннĕ хыççăн уçса пулса çитнĕ йывăç кăмрăкне кăларнă. Çакă хатĕр йывăç кăмрăкĕпе тимĕрçĕсем тимĕре хĕртсе авма е тĕрлĕрен япаласем ăсталама усă курнă. Тикĕчĕпе вара лаша ураписен тĕнĕлĕсене сĕрнĕ: туртма çăмăл. Инçе çула каяс пулсан, лавçăсем яланах тикĕт тултарнă савăт (лакăм) пĕрле илсе тухнă.
Тата ял витĕр тухса Ульяновка поселокĕ еннелле кайсан, вăрмана кĕрсенех çырмасем пур. Пĕрле Лява ĕшни теççĕ. Ку çырмара мĕн авалтанпах курăс хутса мунчала туса илнĕ. Курăс хуппине ялти çынсем лупас е пỹрт тăррисене витнĕ. Çак эпĕ çырса кăтартнă япаласем манăçа тухрĕç ĕнтĕ. Халĕ чаплă йышши хуралтăсене хĕç тимĕр витеççĕ.
И. ЕРОФЕЕВ. Ишлĕ ялĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)