24 июля 2013 г.
Ишлĕ ял тăрăхĕнчи "Хĕрлĕ палан" ача сачĕ ял варринче вырнаçнă. Инçех те мар мăнаçлăн хыр вăрманĕ кашласа ларать. Юнашарах Пăла шывĕ шăнкăр-шăнкăр юхса выртать. Шкул çулне çитменнисем патĕнче пурĕ 13 çын вăй хурать. Нумайăшĕ чылай çул тăрăшать. Ертỹçĕ тилхепине Н.Краснова садик уçăлнăранпах тытса пырать
. Кунта икĕ ушкăн: кĕçĕн тата аслă ачасем. Вĕсемпе В.Мешкова, М.Карпова, Н.Терентьева воспитательсем хăйсен чунĕсене парса ĕçлеççĕ. Сăпайлăха, килĕшỹлĕхе, ырă-кăмăллăха, ĕçченлĕхе, тỹрĕ чунлăха аталантарас тĕлĕшпе тĕрлĕ-тĕрлĕ занятисем, мероприятисем, вăйăсем ирттереççĕ.
Ачасен сывлăхне В.Родионова медсестра пăхса тăрать.
Çитĕнекен ăру тĕреклĕ ỹстĕр тесен ачасене кирлĕ пек тата тутлă апат çитерни пĕлтерĕшлĕ. Ку тĕлĕшпе Н.Егорова тата Н.Андреева поварсен опычĕ çителĕклĕ. Вĕсем çак ĕçре нумай çул вăй хураççĕ, менюна кунсерен çĕнĕ блюдăсем кĕртеççĕ. Чăвашсем ĕлĕкех килĕштерекен çимĕçсене те асран кăлармаççĕ: хуплу, пỹремеч, какай шỹрпи...
М.Краснова тата С. Бильтяева воспитатель пулăшуçисем тирпей-илем кĕртес, вăхăтра апат çитерес, çывăрттарас тесе тăрăшаççĕ.
Хуçалăх ĕçĕсемшĕн ытларах С. Краснова яваплă. Ку ĕçре вăл пахучĕпех "тăвар" çинĕ темелле: ĕç стажĕ çирĕм çул ытла.
Садикра тĕлĕнмелли нумай. Воспитательсем хăйсен аллипе тунă ĕçсем куçа илĕртеççĕ. Пỹлĕмсенче тĕрлĕрен ятарлă кĕтессем пур: пĕчĕк вулавăш, теттесемпе вылямалли вырăн, суту-илỹ кĕтесĕ, сывлăха çирĕплетмелли хатĕрсем... Ку енĕпе ашшĕ-амăшĕ те пулăшать. Педагогсемпе пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлени вара ачасене кирлĕ пек воспитани пама май парать. Çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрленсе ача садĕн ĕçченĕсем урамри площадкăна çĕнетрĕç. Кунта кĕрсен чăн-чăн юмах тĕнчине лекнĕн туйăнать. Ачасене выляма пĕчĕк пỹрт те туса лартнă.
А. АНДРЕЕВА, ЧПУ студентки
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)