Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрарăма халăхпа ĕçлеме çăмăл-и?

19 июня 2013 г.

Тухăçлă ĕçлекен вырăнти хăй тытăмлăх яланах малалла ăнăçлă аталанмалли никĕс пулнă. Çавăнпа та вырăнти влаçăн чи малта тăракан задачи - граждансемпе çак тĕллевпе тăтăшах тата тĕрлĕ енлĕ хутшăнса ĕçлесси, вĕсене поселени территорийĕнче пулса иртекен ĕçсемшĕн яваплă пулма хăнăхтарасси.

Çак пĕлтерĕшлĕ ыйту вырăнсенче хăй еккипе çеç пулса пыраймасть. Халăхпа, унăн пурнăçĕпе, йăли-йĕркипе çыхăннă проблемăсене вырăнсенче пайăрлатакансем, вырăнти влаçа ял çыннипе çыхăнтаракансенчен пĕрисем - старостăсем. Районти 56 ялтан чылайăшĕнче вĕсен пĕлтерĕшне вырăна та хумаççĕ е çакнашкал çынсем пачах та çук. Пĕр вăхăтра манăçнă обществăлла тивĕçе çĕнĕрен чĕртме тăрăшман. Старостăсем вара патша саманинче те пулнă, влаçа пысăк ĕç туса пулăшнă. Революциччен старостăсем ялта патша хыççăн иккĕмĕш çын шутланнă. Вĕсене "активистсем" те темен, "хастарсем", "хавхаланса ĕçлекенсем" тесе хак панă. Ахальтен мар ĕнтĕ ĕмĕр çурă каялла "Ял старости" ятпа кăкăр çине çакмалли бронза паллă та пулнă. Ăна вара чи тивĕçлисене çеç панă.

Кирек мĕнле ялта та унтан сĕнỹ-канаш ыйтакан, унăн шухăшне ырлакан, çемьери вăрçă-харçăна тирпейлесе яма пултаракан хисеплĕ çын пур. Вăл çемйине, йывăрлăхсене пăхмасăр вĕсен ыйтăвĕсене татса пама тăрăшать, кирлĕ ыйтусене влаç патне çитерет тата ытти те.

Ишлĕ ял тăрăхне кĕрекен Пăлапуç Нурăсне шăпах çакнашкал хастара шыраса çитрĕмĕр. "Римма Петровна Гладкова пек çаврăнăçуллă староста çук-тăр",-çийĕнчех хурав тупрĕç администраци ĕçченĕсем.

Çакна курса ĕненес тĕллевпех хула шавĕнчен çеç мар, район центрĕнчен аякра вырнаçнă вăрман çумĕнчи яла çул тытрăмăр. Чылай чухне сăпайлă çынсем хăйсен пултарулăхĕпе пуçарулăхĕ пирки тỹрех акса-тăкса памаççĕ. Римма Петровна та çавсен йышĕнчен пулчĕ. 3-4 созыв та ял тăрăх депутачĕ, нумай хутчен вырăнти суйлав комиссийĕн членĕ те пулнăскере, вырăнти халăхпа ĕçлеме йывăр мар. Çавăнпах-тăр унран хăйĕн обществăлла тивĕçне мĕнле пурнăçланине ыйтсан, аптăраса тăмарĕ, тỹрех хуравне тупрĕ: "Староста пулмасан та эпĕ çав ĕçсене хам ирĕкпех тăватăп. Хамăр тăван кĕтесшĕн епле тăрăшмастăн?"- терĕ вăл. Унтан ялти депутатсемпе кар тăрса ял халăхĕпе пурнăçланă хăш-пĕр ĕçсем пирки чарăнса тăчĕ. Вилнисем канлĕх тупнă сăваплă вырăна пăхса тăрасси йăлана кĕнĕ. Аслă Мăнкунччен вĕсем ял халăхĕпе çак вырăнта пысăк субботник йĕркеленĕ. Ял пурнăçĕ мĕнле пуласси, йывăрлăхсене пĕрле çĕнтересси влаçран çеç мар, вырăнти çынсенченех те килет: вĕсен хастарлăхĕнчен, ăнланулăхĕнчен. 2010 çулхи шăрăх çанталăкра Пăлапуç Нурăссем пушшех йывăрлăхра пĕрле пулмаллине туйса илнĕ. Вăрман хĕррине вут хыпнă чухне ватти-вĕтти ялти пусăсенчен шыв йăтнă, кар тăнипе çеç пушара сарăлма паман. Çакăн хыççăн вĕсем ял пухăвĕнче тỹрех кỹлĕсем чавас ыйтăва хускатнă. Никам та хирĕçлемен, пая кĕрсе икĕ вырăнта шыв тăракан вырăн тунă. Укçа пуçтарсах мотопомпа туяннă. Федераци саккунĕ тăрăх та пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тата гражданла оборона мероприятийĕсем ирттерес енĕпе пурнăçламалли полномочисем поселени çинчех.

Пăлапуç Нурăс ялĕпе паллашас тĕллевпе тĕр-лĕрен урама çитсе куртăмăр. Пĕрре пăхсанах ялăн малашлăхĕ тĕтреллĕ пулни сисĕнет. Икĕ-виçĕ кил урлă пушă çурт тĕксĕммĕн ларать. Çĕкленекен капăр çуртсем çукпа пĕрех. Хăш-пĕр урамсене кĕме-тухма та йывăр: шăтăк-путăк, тумхахлă. Кил-çурт умĕнчи тирпей-илем, хăтлăх, капăрлăх пирки те нумай ĕçлемелле. Староста каланă тăрăх, хуçалăхран тухакан çỹп-çапа пуçтарасси те йывăртарах-мĕн. Халăх вăхăтран-вăхăта ятарлă техникăпа çỹп-çапа михĕпе пуçтарнине хăнăхасшăнах мар, унчченхи йăлапах чылайăшĕ силос шăтăкĕ пулнă вырăна ăпăр-тапăрне кайса пăрахать. Вăл хăçан та пулсан тулсан вара ăçта тăкмалла пулать?

СĂМАХ МАЙ КАЛАСАН...

Район центрĕнчен аякра вырнаçнă Пăлапуç Нурăс ялĕ паян çĕнелсе, чечекленсе пымасть пулин те кунта тăван еншĕн чун-чĕререн çунакан çынсем тĕпленнĕ. Сăмахран, Валентина Козлова алă ăсти çамрăклăхĕпе çемье пурнăçне Аçтăрханта ирттернĕ. Нумай пулмасть вара пенсионерка ниçта та мар, тăван ялах тепĕр хут килсе тымар янă. Ку та савăнтарать.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429365 Чувашская Республика Батыревский район д.Бахтигильдино,ул.Школьная,д.40
Телефон: 8(83532) 6-50-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика