Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Хĕрлĕ вăкăра" чарма хĕн

08 июня 2013 г.

 Люляра харăсах виçĕ çурт кĕлленнĕ

Çак кунхине (майăн 26-мĕшĕнче) кунĕпе кĕркуннехи евĕр каскăн çил çавăрттарчĕ. Ир пуçласа каçченех тулашрĕ те тулашрĕ вăл: тахçанах кĕтекен çумăра хăваласа килет е начар хыпара систерет-ши апăрша? Чăнах та çапла пулса тухрĕ. Кăнтăр апачĕ хыççăн Ишлĕ ял тăрăхне кĕрекен Люля ялĕнче пурăнакансем пурте хыпăнса ỹкнĕ. Çирĕм пилĕк киллĕ пĕчĕк яла сасартăках хĕвел тухăç хĕрелнĕ чухнехи евĕр тĕс çапнă. Вут амаланнă çуртран хумăн-хумăн çăра тĕтĕм йăсăрланса пĕлĕтелле саланнă. "Пу-ушар! Пуша-ар!" тесе çынсем пĕрин хыççăн тепри кăшкăрса чупнă. Чан кĕрлесе çеç тăнă. Пур-çук халăх Ключниковсен вут хыпса илнĕ çурчĕ еннелле васканă. Пушар машинисем темиçе минутранах Люляна çитнĕ, шыв сирпĕтме пуçланă, анчах та вут чĕлхине парăнтарма çăмăлах пулман. Çиле май вăл кỹршĕсен енне тăсăлнă та тăсăлнă. Малтан Васильевсен, ун хыççăн Дубининсен хуралтисем çине сиксе ỹкнĕ. Йывăç çуртсемпе хуралтăсем туххăмрах кĕл купине çаврăннă. Юлашкинчен çиле май çулăм тăваттăмĕшсен хуралтисем çине те сиксе ỹксе сиенленĕ. Пушарниксем пурте кар тăрса ĕçленĕрен ăна малалла аталанма паман, аранах чарса лартнă.

Районти пушар надзорĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, "хĕрлĕ автан" чăн малтанах Ключниковсен килĕнче "сас панă". Вăхăтлăха Тольяттирен яла пурăнма килнĕ арçын электроплитапа чей вĕретме лартнă, хăй вара ун пирки манса кайса пĕр шухăшсăр тухса кайнă. Ялта пĕр ассăр çỹренĕ те çỹренĕ... Вăт явапсăр çын! Пĕри асăрханманнине пула вара миçе çемье шар курнă. Юрать-ха çулăма иртĕнме паман. Кирлĕ пулсан çиле май вут хăйĕн серепине урамĕпех ярса илĕ. Сăмах май каласан... Çу кунĕ темĕнле май та çаврăнса тухĕ: шăрăх та, çиллĕ те, çумăрлă та... Кирек мĕнле пулсан та вырăнсенчи пушар машинисен яланах хатĕр пулмалла. Юрать-ха Люляри инкекре ку тĕлĕшпе йывăрлăх пулман.

Пушара парăнтарма Патăрьелĕнчи пушар чаçĕн икĕ машини çийĕнчех çитнĕ. Унсăр пуçне Шăмăршăри вăрман хуçалăхĕн, Ишлĕн, Первомайскин, Турханăн ятарлă машинисем пысăк пулăшу панă.

А. ЕГОРОВА.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429365 Чувашская Республика Батыревский район д.Бахтигильдино,ул.Школьная,д.40
Телефон: 8(83532) 6-50-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика